Хисеплĕ ветерансем! Хаклă ентешсем!

Аслă Отечественнăй вăрçăра çĕнтернĕрен­пе 78 çул çитнĕ ятпа саламлатăп!

Майăн 9-мĕшĕ – чи çутă кун тата Раççейре пурăнакан кашни çын чĕришĕн хаклă уяв. Çĕр çинчи мирлĕ пурнăçшăн, ирĕклĕ çĕршывшăн кĕрешнĕ çынсен паттăрлăхĕ нихăçан та манăçа тухмĕ. Кашни килтех аттесен, асаттесемпе кукаçисен Аслă Отечественнăй вăрçăри паттăрлăхне астăвăмра типтерлĕн упраççĕ.

Тăван çĕршыв ирĕклĕхĕпе никама пăхăнманлăхĕшĕн пынă кĕрешÿре Чăваш Ен хăйĕн тÿпине хывнă. Пирĕн паттăрсем пур фронтсенче те çапăçнă, хĕрарăмсемпе ватăсем, çул çитмен çамрăксем чунтан тăрăшса тылра вăй хунă. Чи кĕске вăхăт хушшинче республикăра вăрçă хатĕрĕсен, авиаци, танк, тинĕс техникин саппас пайĕсен производствине йĕркеленĕ, хÿтĕлев сооруженийĕсем хăпартнă. Шупашкар хули салтаксене сыватакан пысăк медицина центрĕ пулса тăнă.

Харсăрлăхшăн, çирĕплĕхшĕн хамăрăн хаклă ветерансем, концлагерьсенче пулнă салтаксем, тыл ĕçченĕсем умĕнче çĕре çити пуç таятпăр, Раççей аталанă­вĕшĕн, çирĕплĕхĕшĕн, унăн тĕнчери сумне çĕклессишĕн мĕн май килнĕ таран тăрăшатпăр.

Пирĕн патшалăхăн тĕп тĕрекĕ, тивĕçлĕ пуласлăхĕн никĕсĕ – тăван çĕре юратни, пĕрлĕхре пулни!

Тăван çĕршыва чунтан парăннине паянхи Раççейĕн салтакĕсемпе офицерĕсем çирĕплетеççĕ. Пирĕн салтаксем ятарлă çар операцийĕнче çĕршывăн интересĕсемпе мирлĕ пурнăçне, хăрушсăрлăхне хастаррăн хÿтĕлеççĕ. Пирĕнтен нумайăшĕ паянхи кун чĕре хушнипе хĕрÿ çапăçусене кĕрекен салтаксене пулăшаççĕ.

Чăнлăхра – вăй, Çĕнтерÿ пирĕн енче пуласса ĕненетпĕр! Яланах çапла пулнă! Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин паттăрĕсене мухтав! Çĕнтерÿçĕ-халăха мухтав!

Уяв ячĕпе! Аслă Çĕнтерÿ кунĕпе!

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег НИКОЛАЕВ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика