Чăваш Енĕн хаклă çыннисем, ентешĕмĕрсем!

Сире Халăх пĕрлĕхĕн кунĕ ячĕпе саламлатăп!

Çак уяв Раççей халăхĕн çĕршыв хăвачĕшĕн пĕрле чăмăртанмалли авалхи йăли-йĕркине сăнарлать.

Çакă пире ĕçре çĕнĕ çитĕнÿсемпе çĕнтерÿсем тума хавхалантарать, патшалăхăмăрăн интересĕсене, пирĕн халăхăн хăйĕн ăс-хакăл хаклăхĕсен никĕсĕ çинче малалла аталанмалли правине хÿтĕлеме, Хĕвел анăç çĕршывĕсен ушкăнне хирĕç тăма вăй-хал кÿрет.

Владимир Владимирович Путин Президентăмăр ертсе пыракан нимрен те çирĕп, нумай нациллĕ тата нумай тĕнлĕ пирĕн пĕрлĕхĕмĕр хальхи гегемонсем унчченхи Украина территорийĕнче пăхса çитĕнтернĕ неонацизмпа фашизма хаяррăн хирĕç тавăрма май парать.

Чăваш Республики çĕршывăмăр аталанăвне нумай енĕпе хăйĕн тивĕçлĕ тÿпине хывать.

Пĕр-пĕрне пулăшасси, халăхсен туслăхĕ пирĕн пурнăçри яланхи тĕп хаклăхсем пулса тăччăр.

Хамăрăн Аслă Раççейĕн, тăван республикăмăрăн кал-кал аталанăвне эпир пĕрле, тачă пĕр­лĕхе чăмăртанса кăна тивĕçтерме пултаратпăр.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег НИКОЛАЕВ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика