Шалти ӗҫсен органӗсен хисеплӗ ӗҫченӗсем тата ветеранӗсем!
Сире Раҫҫей Федерацийӗн Шалти ӗҫсен органӗсен ӗҫченӗн кунӗ ячӗпе саламлатӑп!
Ҫак уяв – саккунлӑхпа тӗрӗслӗхе, ҫын пурнӑҫӗпе прависене, патшалӑхпа общество интересӗсене хӳтӗлесси професси тивӗҫӗ тата пурнӑҫ тӗллевӗ пулса тӑракан ҫынсене чыс-хисеп туни. Эсир кӑткӑс та йывӑр вырӑнсенче, хӑрушӑ лару-тӑрура час-часах пулатӑр, сирӗн ӗҫӗр – паттӑр та ҫирӗп кӑмӑллӑ ҫынсен чун туртӑмӗ.
Паян Чӑваш Республикинчи шалти ӗҫсен органӗсен ӗҫченӗсем йӗрке хуралҫисен аслӑ ӑрӑвӗн мухтавлӑ йӑли-йӗркине малалла тӑсаҫҫӗ, хӑйсен ҫӑмӑл мар служба тивӗҫӗсене чыслӑн пурнӑҫласа пыраҫҫӗ. Кашни йӗрке хуралҫин халӗ нихҫанхинчен те ытларах принциплӑ пулмалла, патриотлӑхпа тата тивӗҫсене тӗплӗн пурнӑҫланипе палӑрса тӑмалла. Ирӗке кӑларнӑ территорисенче шалти ӗҫсен сотрудникӗсем провокацисемпе диверсисене сирсе ярас тӗлӗшпе хӑюллӑн та харсӑррӑн ӗҫлеҫҫӗ, Донецк тата Луганск Халӑх Республикисенчи, Запорожьепе Херсон облаҫӗсенчи общество йӗркелӗхне тивӗҫтереҫҫӗ.
Ҫак савӑнӑҫлӑ уяв кунӗнче шалти ӗҫсен органӗсен ветеранӗсене пурне те чунтан тав тӑватӑп, вӗсем тивӗҫлӗ канура пулсан та, тӑван ведомствӑн кулленхи пурнӑҫӗнчен аякра тӑмаҫҫӗ. Ветерансем ҫамрӑксемшӗн ырӑ тӗслӗх шутланаҫҫӗ, вӗсен пуян опычӗпе пӗлӗвӗ хальхи сотрудниксене яланах кирлӗ.
Шалти ӗҫсен органӗсен хисеплӗ ӗҫченӗсем тата ветеранӗсем, сире тивӗҫе парӑн-нӑшӑн, ырми-канми ӗҫӗршӗн, пысӑк ӑсталӑхӑршӑн чӗререн тав тӑватӑп. Пурсӑра та ӑнӑҫлӑ служба, ҫирӗп сывлӑх тата ҫемье ырлӑхне сунатӑп!

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ О.Николаев

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика