Çак кунсенче çĕршывра наркомание хирĕç кĕрешсе «Таса ăру-2024» акци иртнĕ. Наркотиксем çын организмĕшĕн чăн-чăн наркăмăш. Вĕсем этемĕн пĕтĕм органĕсене сиен кÿреççĕ. Çыннăн сывлăхĕ темĕнле çирĕп пулсан та наркотиксем унăн пурнăçне кĕскетеççĕ. Наркомансем хушшинче ВИЧ, СПИД, гепатит тата ытти чирсем те сарăлнă, мĕншĕн тесен вĕсем таса мар шприцсемпе усă кураççĕ, ар çыхăнăвне кĕнĕ чухне сыхланмаççĕ. Наркотиксем сывлăха кăна мар, ăс-хакăла та сиен кÿреççĕ. Наркоман йĕри-тавра мĕн пулса иртнине ăнланмасть, усалланать, ыттисене улталать, хăйĕн пирки кăна шухăшлать. Вăл хăйĕн пурнăçĕпе хăй хуçа мар, мĕншĕн тесен наркотик серепи питĕ çирĕп. Унран медицина пулăшăвĕсĕр хăтăлма йывăр. Наркомансем черетлĕ дозăшăн тем тума та хатĕр, çав шутра саккуна пăсма та. Наркоманăн пурнăçĕ тамăкри евĕр, çавăнпа наркотиксен серепине лекессинчен питĕ сыхланмалла.