Хаклӑ ентешсем, Чӑваш Республикин хисеплӗ ҫыннисем!

Сире Чӑваш Республикин Патшалӑх символӗсен кунӗ ячӗпе саламлатӑп!

«Чун савӑнать, чӗре сикет, Ҫӗршывӑм ҫинчен юрлас килет». Патшалӑх гимнӗ, Патшалӑх гербӗ тата Патшалӑх ялавӗ – Чӑваш Ен халӑхӗн пуянлӑхӗ, унӑн сӑваплӑран та  сӑваплӑ тупри. Вӗсем пирӗн республикӑн кун-ҫулӗпе культурин тата наци уйрӑмлӑхӗсене, унӑн нумай ӗмӗрлӗ йӑли-йӗркипе хаклӑхӗсене палӑртаҫҫӗ. Унпа пӗрлех пире пурсӑмӑра та пурнӑҫа лайӑхрах тӑвас, тӑван ҫӗр хӑвачӗпе пуянлӑхне ӳстерсе пырас тӗллевпе пӗр йыша пӗрлештереҫҫӗ.

Патшалӑх символӗсен авторӗсен – Герман Лебедев композиторӑн, Илья Тукташ поэтӑн, Элли Юрьев ӳнерҫӗн ячӗсем Чӑваш Республикин историне ӗмӗрлӗхех кӗрсе  юлнӑ.

Чӑваш Республикин Патшалӑх ялавӗпе Патшалӑх гербӗн тымарӗ – пурнӑҫ йывӑҫҫи, халӑх пӗрлӗхӗн тата пӗр шухӑшлӑх палли. Герба ҫавӑрса ҫыхнӑ республика ячӗллӗ хӑйӑва чӑваш халӑхӗшӗн уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ хӑмла ҫупкамӗпе ҫулҫисем илем кӳреҫҫӗ. Чӑваш ҫӗрӗ мӗн авалтан хӑмла туса илессипе чапа тухнӑ, паян вара ҫак ӗҫ Чӑваш Республикин экономикинче ҫӗнӗрен вӑй илет.

Чӑваш Енре пурӑнакансене пурне те пултаруллӑ ӗҫшӗн тав тӑватӑп, ырлӑх тата телей сунатӑп!

Пирӗн халӑхӑн пурнӑҫ йывӑҫҫи ҫийӗнче ҫиҫекен тата ӗмӗрхи хӗвел ҫуттине сӑнарлакан виҫӗ хӗвел сире яланах сыхласа упраччӑр тата ырлӑх кӳччӗр!

 Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                               Олег Николаев

Дорогие земляки, жители Чувашской Республики!

Поздравляю вас с Днём государственных символов Чувашской Республики!

«На добрый лад судьбу верша, о крае родном поет душа». Государственный гимн, Государственный герб и Государственный флаг — достояние народа Чувашии, его высшие святыни. Они отражают исторические, культурные и национальные особенности нашей республики, её многовековые традиции и ценности, объединяют всех нас в стремлении сделать жизнь лучше, приумножить мощь и богатство родной земли.

Имена авторов государственных символов – композитора Германа Лебедева, поэта Ильи Тукташа, художника Элли Юрьева навсегда вписаны в историю Чувашской Республики.

Сердце Государственного флага и Государственного герба Чувашской Республики — древо жизни, символ единения и сплоченности народа. Ленту с названием республики, опоясывающую герб, с двух сторон завершают стилизованные изображения листьев и шишек хмеля, имеющего для чувашского народа особое значение. Издревле наш край славился хмелеводством, а сегодня это направление экономики обретает в Чувашской Республике второе дыхание.

Выражаю признательность всем жителям Чувашии за созидательный труд, желаю добра и счастья!

И пусть три солнца, венчающие чувашское древо жизни и символизирующие вечный солнечный свет, оберегают вас и дарят благополучие!

Глава Чувашской Республики                                  Олег Николаев

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Июль 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика