«АРКТО» компани 2023 çулта «Çулталăк экспортерĕ» республика шайĕнчи конкурсра çĕнтернĕ, вак тата вăтам предприятисем хушшинче «Машиностроени сферинчи çулталăк экспортерĕ» номинацире иккĕмĕш вырăн йышăннă.

Ку предприяти Канашри индустри паркĕн территоийĕнче вырнаçнă. 2018 çулта 14 пин тăваткал метр лаптăклă здани строительстви пуçланнă, унăн хакĕ пĕтĕмĕшле 638 миллион тенкĕне кайса ларнă. Инвесторсене бизнеса аталанма пулăшакан тÿрех виçĕ институт пулăшу кÿнĕ: регионти Промышленноç аталанăвĕн фончĕ 300 миллион тенкĕлĕх кивçен укçа панă, Вак тата вăтам предпринимательлĕх корпорацийĕн /Мускав\ 200 миллион тенкĕлĕх гарантийĕ тата Чăваш Ен Гарфончĕн 25 миллион тенкĕлĕх поручительстви пулнă. 2020 çулхи июнь уйăхĕнче завод уçăлнă, август уйăхĕнче кунтан пĕрремĕш тавара тиесе ăсатма та пуçланă.

«АРКТО» суту-илÿре тата обществăлла апатлану тытăмĕнче, аптекăсенче усă куракан пĕчĕк тата вăтам температурăллă шкапсем, шăнтмалли аппаратсем туса кăларассипе ĕçлет. Производство линийĕнче 200 ытла модель.

2021 çулта компани хăйĕн продукцине Раççейре кăна мар, унăн тулашĕнчи çĕршывсене те сутма пуçлать. Виçĕ çул хушшинче чăваш холодильникĕсене Казахстана, Белрусе, Узбекистана, Киргизие, Армение, Литвана, Латвине, Пĕрлештернĕ Араб Эмирачĕсене ăсатнă. Экспорт 15 миллион долларпа танлашнă.

«Вак тата вăтам предпринимательлĕх» тата «Пĕтĕм тĕнчери коопераци тата экспорт» наци проекчĕсен шайĕнче Чăваш Енри Экспорт пулăшăвĕн центрĕ «АРКТО» холодильникĕсене ют çĕршывсен рынокĕсенче реализацилеме сертификациленĕ, предприяти сайтне акăлчанла куçарнă, 2023 çулта çуркунне Пĕтĕм тĕнчери IntelFood Azerbaijan куравра хутшăнассине йĕркеленĕ.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Июнь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика