Хĕлле валли çуллах хатĕрленме хушнă ваттисем. Марина Карягинăн çĕнĕ кĕнеки шăп çапла пулса тухрĕ те. Хуплашки çине пăхăр-ха: хĕллехи илемлĕ куна сăнласа панă ÿнерçĕ. Ăна курсан тÿрех çунашкапа ярăнма каяс килет, çапла мар-и; Кăларăм çак кунсенче Чăваш кĕнеке издательствинче кун çути курчĕ. Редакторĕ – Ольга Федорова, ÿнерçи – Наталия Андреева.

Кĕнеке ал çырăвĕ ачасемпе çамрăксем валли чăвашла çырнă произведенисен 2023 çулхи конкурсĕнче çĕнтернĕ. Конкурса Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ 2011 çулхи июнĕн 16-мĕшĕнче йышăннă постановленипе килĕшÿллĕн йĕркеленĕ. Сăвăсен пуххине ача-пăча, чĕрчунсен пурнăçне, кăмăл-туйăмне уçса-ÿкерсе паракан сăвăсем кĕнĕ:

– Мĕншĕн кутăн çак ача; –

Шухăшлать пĕр качака. –

Лачакара ашасшăн –

Аран чарать аслашшĕ.

Ача кăштах кÿренчĕ:

– Лачака мар, кÿлленчĕк!

Шыври хитре ÿкерчĕк

Илĕртрĕ те ÿкерчĕ...

(«Ачапа качака».)

Кĕнекене автор икĕ пая пайланă, пĕрремĕшне тĕрлĕ сасса тĕрĕс калама хăнăхмалли хайлавсем кĕнĕ. «Шăши» сăвăра, сăмахран, поэт ачасене «ш» сасса тĕрĕс калама хăнăхтарать:

Шăхăрать такам: ши-ши!

Çил ачи-ши,

Тен, шăши

Ашкăнса çÿрет мар-ши;..

Иккĕмĕш пайĕнче вара кĕçĕн классенче вĕренекенсем валли çырнă хайлавсем вырăн тупнă. Марина Федоровна сăввисем ансат, астуса юлма та çăмăл. Тата çакна та палăртса хăвармаллах: Марина Федоровна – палиндромсен ăсти. Палиндром вăл – ик енчен те пĕр пек вуланакан сăвă. Вĕсем те пур çак кĕнекере. Кĕнеке ятне малтан та, вĕçĕнчен те вуласа пăхăр-ха. Е «Кĕске калаçу» сăвва малтан пуçламăшĕнчен, унтан каялла вулăр:

– Анук, савас хавас куна!

– савас! –

тет

Анна.

Кам-ха вăл ачаш ача; Унпа вара эсир кĕнекене алла тытсан паллашма пултаратăр. Наталия Андреевăн ÿкерчĕкĕсем хайлавсене илем кÿреççĕ, сăнарсене астуса юлма пулăшаççĕ.

Дарья МОРОЗОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 29 30 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика