1941–1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн аслă вăрçин инкекĕ кашни киле, кашни çемьене пырса тивнĕ. Йывăрлăха лекнĕ çĕршыва хÿтĕлеме совет çыннисем кар çĕкленнĕ. Чăваш çыравçисем те ыттисемпе пĕрле фашистсене хирĕç çапăçăва тухнă – пăшалпа çеç мар, перопа та. Алла калем тытма май килсенех хаçат-журнал валли сăвăсем, калавсемпе повеçсем, очерксем... çырнă, вулакансене пирĕн çĕршыв çĕнтерессе ĕнентерсе, кăтартса, хавхалантарса тăнă. Шел пулин те, чылайăшĕ вăрçă хирĕнче пуçне хунă е аманса таврăннă.
2025 çул – Çĕнтерÿ çулталăкĕ, Аслă Çĕнтерĕве çывхартнăранпа 80 çул çитет. Чăваш кĕнеке издательствинче çак паллă пулăма халалласа «Чăваш çыравçисем – фронтра. Чувашские писатели – на фронте» кăларăмăн 1-мĕш кĕнеки кун çути курчĕ. Ăна Эвелина Малеева, Ольга Федорова, Татьяна Захарова тата Алексей Кузьмин пухса хатĕрленĕ, ÿнерçи – Дмитрий Литаврин. Кĕнекене Çĕнтерĕве çывхартма пулăшнă чăваш писателĕсемпе Чăваш çĕрĕ çинче çуралса ÿснĕ вырăсла çыракан калем ăстисене кĕртнĕ. Кăларăм вĕсен пурнăçĕпе тата пултарулăхĕпе паллаштарать, унта вăрçă темипе хайланă произведенисене кĕртме тăрăшнă. Пĕрремĕш кĕнекене поэзи тата проза жанрĕпе çырнă хайлавсем кĕнĕ. Авторсене алфавит йĕркипе вырнаçтарнă.
Вулакансем Владимир Алатырцев, Александр Алга, Александр Артемьев, Марк Аттай, Алексей Афанасьев, Василий Васькин, Иван Викторов, Алексей Воробьев, Илья Думилин, Николай Евстафьев, Кĕçтук Кольцов, Григорий Краснов-Кĕçĕнни, Иван Малгай, Арсен Орлов, Георгий Орлов, Александр Пермяк, Андрей Петтоки, Николай Пиктемир, Александр Тимбай, Николай Сандров, Иван Тенюшев, Уйăп Мишши, Валентин Урташ, Ухсай Яккăвĕ, Петĕр Хусанкай, Петр Чичканов, Петĕр Ялкир, Максим Ястран поэтсен пултарулăхĕпе паллашма пултарĕç.
Проза пайĕнче вара Степан Абашăн, Леонид Агаковăн, Василий Алендейĕн, Владимир Бараевăн, Михаил Беловăн, Иван Вашкин, Максим Данилов-Чалдунăн, Василий Долговăн, Ефрем Еллиевăн, Прохор Емельяновăн тата Георгий Ефремовăн хайлавĕсене вулама пулать.
Ытти авторсемпе вулакансем 2-мĕш кĕнекере «тĕл пулĕç», унта проза тата драматурги жанрĕсемпе çырнă хайлавсем кĕрĕç. Вăл çитес вăхăтра пичетленсе тухĕ.
Любовь ЛЕВАЦКАЯ.