
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев СССР халăх артисчĕн, Чăваш Енĕн тава тивĕçлĕ ÿнер ĕçченĕн Андрей Яковлевич Эшпай композиторăн 100 çулхи юбилейне халалланă пултарулăх каçне хутшăннă. Концерт «Волга Опера» Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче иртнĕ Андрей Эшпайăн паллă произведенийĕсене СССР халăх артисчĕ Юрий Башмет ертсе пыракан «Новая Россия» патшалăх симфони оркестрĕ каланă. Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев Андрей Эшпай Чăваш Енпе уйрăмах çывăх пулнине, Юрий Башмет ертсе пыракан оркестр унăн кĕввисене выляни уйрăмах пĕлтерĕшлине палăртнă. «Сире тараватлă чăваш çĕрĕ çинче кĕтсе илнишĕн хавас. Чăваш Ене килсе курасса кĕтнĕ эпир сире, çакăн пек пултаруллă çынна хисеплесе концертпа килнишĕн питĕ кăмăллă эпир. Андрей Эшпайăн кĕвви çынсен асĕнче упранать, Чăваш Ене тата Раççее хавхалантарать. Сирĕн паянхи кăтарту пĕлтерĕшлĕ, эпир Андрей Яковлевича халалласа йĕркеленĕ пулăмсен ретĕнче уйрăмах паллă вырăн йышăнĕ. Кăçал эпир композитор Сĕнтĕрвăрринче çитĕннĕ çурта реставрацилеме пуçларăмăр, çитес çул вара кунта музей уçма палăртатпăр», - тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Юрий Башмета. Асăну каçĕнче «Сережка с Малой Бронной», «А снег идет», «Два берега», «Песня о Родине» кинофильмсенчи юрăсем янăранă.
Андрей Яковлевич Эшпай 300 ытла кĕвĕлле произведени çырнă. Вĕсем хушшинче «Ангара» тата «Круг» балетсем, опереттăсем, симфонисем, инструменталлă концертсем тата ыттисем те. Унсăр пуçне вăл 60 ытла кинофильм тата 20 ытла спектакль валли çырнă кĕвĕсен авторĕ. Композитор ячĕпе 2025 çулта культура учрежденийĕсенче информаци сехечĕсем, кĕнеке куравĕсем, кĕвĕ конкурсĕсем, концерт программисем иртеççĕ.
Эвелина МИХАЙЛОВА хатĕрленĕ
