Шăмăршă муниципаллă округĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Пĕтĕм Раççейри «Вăрмана упрар» акцин çиччĕмĕш сезонне старт панă. Мероприятие хутшăнакансем чăрăшпа юмансем лартнă. Акцие пĕтĕм Чăваш Ен хутшăнать: 55 гектара яхăн лаптăк çинче 60 пин ытла лăсăллă тата çулçăллă йывăç лартма палăртнă. Йывăç лартмалли мероприятисем республикăри пур округра та иртĕç.

«Паян вăрмансем Чăваш Ен территорийĕн виççĕмĕш пайне яхăн йышăнаççĕ. Эпир çак ресурса тирпейлĕн упраса, аталантарса пыратпăр. «Экологи ырлăхĕ» нацпроекта тĕпе хурса вăрмансене çĕр проценчĕпех юсаса çĕнетрĕмĕр. Юлашки çулсенче кăна 8 пин гектар ытла вăрман ĕрчетес ĕç туса ирттернĕ – ку 2019 çулхинчен 8,3% нумайрах. Кăçал вăрман хуçалăхне 2020 çулхинчен виçĕ хут ытларах укçа-тенкĕ ятăмăр. Республика бюджетĕнчен – 115 млн тенке яхăн, федераци бюджетĕнчен 146 млн тенкĕ ытла тăкакланă вăрмансене хута яма. Кăтарту та çук мар. «Вăрмана сыхласа хăварасси» проектăн кăçалхи планĕнче чылай ĕç тума палăртнă. Çитĕнÿ питĕ пысăк», - палăртнă ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев.

Шăмăршă лесничествинче вăрман вăрлăхĕ аван туса илеççĕ. 40 га яхăн лаптăк йышăнакан хăйĕн питомникĕ те пур. Пĕтĕмĕшле унăн лаптăкĕ 61 га ытла, ăна виçĕ муниципаллă округра: Шăмăршă, Патăрьелпе Елчĕк территорийĕсенче пăхса хăварнă. Вăрман хуçалăхĕн ĕçченĕсем «Экологи ырлăхĕ» наци проектне тĕпе хурса федераци проекчĕ шайĕнче вăрман ĕрчетессине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Çулсерен вăрман фончĕн вуншар гектар çĕрне ешĕл калчапа çĕнетеççĕ.

«Паян 66 пин га ытла лаптăклă Шăмăршă лесничестви вăрман ĕрчетес ĕçĕн йăлана кĕнĕ меслечĕсене хальхи технологисемпе çыхăнтарса хăйĕн ĕçне малалла тăсать. Çутĕç ĕçĕ-хĕлĕ, уйрăммăн илсен вăрман ĕçĕн музейĕн ĕçĕ-хĕлĕ пысăк вырăн йышăнать, вăл килен-каяна вăрман ĕçĕн историйĕпе тата культурипе паллаштарать. Çакă регионти хăйне евĕрлĕ çутçанталăк пуянлăхĕсене сыхласа хăварма май парать, пĕлĕвне пулас ăрăва пама та витĕм кÿрет», – тенĕ Чăваш Енĕн çутçанталăк министерствин ертÿçи Эмир Бедертдинов.

Эвелина МИХАЙЛОВА хатĕрленĕ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика