Чăваш Республикинче «Физкультурăпа спорт аталанăвĕ» патшалăх программин параметрĕсене тĕрĕслесе çĕнетнĕ. «Чăваш Республикин «Физкультурăпа спорт аталанăвĕ» патшалăх программине улшăнусем кĕртесси пирки» постановлени проектне Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче пăхса тухнă.
Программăна улшăнусем кĕртесси республикăн 2025 çулхи тата 2026-2027 çулсем валли планланă бюджета тĕрĕслесе çĕнетнипе çыхăннă.
Спорт отрасльне уйăракан укçа-тенкĕн пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 3,1 миллиард тенкĕпе танлашать. Чăваш Республикин бюджетне иккĕмĕш хут пăхса тухнă хыççăн тата 71,1 миллион тенкĕ хушса уйăрнă. Ку вăл инфратытăмăн пысăк пĕлтерĕшлĕ проекчĕсене тата социаллă пĕлтерĕшлĕ проектсене пурнăçлама май парать.
Çав проектсен шутĕнче: Патăрьел округĕнчи Шăнкăртам салинче физкультурăпа сывлăха çирĕплетмелли комплексри ĕçсене вĕçлеме котельнăй строительствине пурнăçласси, «Росинка» физкультурăпа сывлăха çирĕплетмелли центрăн объекчĕсене çĕнетесси, 2 номерлĕ олимп резервĕн спорт шкулĕ тата А.Игнатьев ячĕллĕ спорт хатĕрлевĕн центрĕ валли оборудовани туянасси, спортсменсене — Раççейĕн пĕрлештернĕ командисен членĕсене — Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендийĕпе тивĕçтересси.
Йышăннă мерăсем спортсменсене хатĕрлемелли условисене лайăхлатма, спорт учрежденийĕсен пурлăхпа техника базине çирĕплетме, Чăваш Республикинче пурăнакансемшĕн спорт илĕртÿлĕхне ÿстерме май парĕç.
Олег НИКОЛАЕВ, Чăваш Ен Пуçлăхĕ: «Пирĕн спортсменсен ăмăртусенчи, уйрăмах республика территорийĕнче иртекеннисенчи, çитĕнĕвĕсем ÿссе пыракан ăрăва спортпа туслашма хавхалантараççĕ. Эпир пысăк çитĕнÿсен спортне пулăшассине вăйлатса пыратпăр тата йăлана кĕнĕ спорт тĕсĕсемпе, çавăн пекех çĕнĕ тĕсĕсемпе те Раççей, тĕнче шайĕнчи ăмăртусене ирттермелли лапам вырăнне хамăрăн республикăна сĕнетпĕр.
Спорт инфратытăмĕпе пурте усă курма пултарассине тивĕçтерес енĕпе малалла ĕçлемелле. Ку тĕлĕшпе чи малтан пур пек ресурссемпе, майсемпе тухăçлăрах тата анлăрах усă курма сĕнетĕп». (Чăваш Республикин Патшалăх Канашне 2025 çул валли янă Çыруран).
Ирина ДАНИЛОВА хатĕрленĕ
