Чăваш Республикин хисеплĕ çыннисем! Хаклă ентешсем!

Сире çывхарса килекен Çĕнĕ çулпа тата Раштав ячĕпе чун-чĕререн саламлатăп!

Иртсе пыракан çула пĕтĕмлетнĕ май эпир мăнаçланса çапла калама пултаратпăр: 2025 çулта эпир палăртнă тĕллев­сене пурнăçласа пĕрле çирĕппĕн малалла утрăмăр.

Пирĕн тĕп тĕллевсенчен пĕри - респуб­ликăра пурăнакан кашни çыннăн сывлăхне упрасси тата ырлăхне ÿстересси. Çавăнпа эпир поликлиникăсемпе больницăсене çĕнететпĕр, ача сачĕсемпе шкулсем çĕклетпĕр. Акă, кăçал 3300 ытла ача çĕнĕ виçĕ шкулта парта хушшине ларнă.

Ачасемпе çемьесене пулăшассине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăратпăр. 20 социаллă пулăшу мерисен çумне кăçал тата пиллĕк çĕнни хушăннă. Çакă хăйĕн тухăçлăхне кăтартрĕ: хальхи вăхăтра республикăра нумай ачаллă 23 пин ытла çемье шутланать, кашни тăваттăмĕш ача пысăк çемьере ÿсет.

Аслă ăрăва та асра тытатпăр. Регионăн «Хастар вăрăм ĕмĕр» çĕнĕ программи пин-пин пенсионера пурнăç пахалăхне ÿстерме май панă, вĕсенчен чылайăшĕ «кĕмĕл» волонтерсем пулса тăнă.

Палăртса хăварам: чăваш халăхĕн уçă кăмăлĕ шăпах 96 пин ытла çынна пĕрлештернĕ волонтерсен юхăмĕнче палăрнă. Вĕсен ĕçĕ, уйрăмах çар çыннисем тата çĕнĕ регионсенче пурăнакансем валли гуманитари пулăшăвĕ пухассине йĕркелени, çакна лайăх çирĕплетет. Мобилизаци пуçланнăранпа ятарлă çар операцине 60 гуманитари конвойĕ тата 30 тонна ытла гумгруз ăсатнă.

Çĕнтерÿ 80 çул тултарнине халалланă çул пирĕншĕн Асăнупа патриотлăх çулталăкĕ пулчĕ. Ирĕклĕхшĕн кĕрешнĕ халăх паттăрлăхне нихăçан та манмăпăр. Хальхи паттăрсене те - ятарлă çар операцине хутшăнакансене - чĕререн хисеплетпĕр. Кăçал ĕçе кĕртнĕ «Тăнăç пурнăçа - утăм» программа çар çыннисене тата вĕсен çывăх çыннисене пулăшмалли мелсене пĕрлештерет.

Умра - Чăваш Енри Халăхсен туслăхĕн çулталăкĕ. Вăл Аслă Раççей халăхĕсене пĕрлештерес ĕçĕн тăсăмĕ пулĕ.

2026 çулăн тĕп тĕллевĕ - Чăваш Ене аталантарасси, вăйлă экономикăна граждансен пурнăçĕн пысăк пахалăхĕпе уйрăлми çыхăнтарасси. Эпир аталану хăвăртлăхне ÿстерсе тă­ван республикăра пурăнма лайăх условисем туса парăпăр. Пирĕн тăрăхри хăйне евĕрлĕ çут çанталăка сыхласа, пуян йăла-йĕркене упраса, çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртсе эпир тĕллевсене пурнăçласса шансах тăратăп.

Хаклă ентешсем! Кулленхи ĕçшĕн, явап­лăхшăн тата Тăван çĕршыва чунтан юратнăшăн кашнине чунтан тав тăватăп. Пĕрле Чă­ваш Енĕн хальхи пурнăçне тата пуласлăхне йĕркелетпĕр.

Çитес çул кашни киле савăнăç, ырлăх илсе килтĕр. Сире тăвансемпе çывăх çынсен чун ăшши, юратăвĕ хавхалантарсах тăтăр. Çирĕп сывлăх, çĕнĕ çитĕнÿсем тата ĕмĕтсене 2026 çулта пурнăçа кĕртме сунатăп!

Çĕнĕ çул ячĕпе, туссем!

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег НИКОЛАЕВ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Последние комментарии

Яндекс.Метрика