ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕ Лариса Тарасова тÿрĕ эфирта республикăра пурăнакансен ыйтăвĕсем çине хуравларĕ, Чăваш Енри медицинăри çĕнĕлĕхсемпе паллаштарчĕ. Ведомство ертÿçи сывлăх сыхлавĕн отраслĕ умĕнче тăракан стратеги пĕлтерĕшлĕ задачăсене палăртрĕ:
1. Республикăра пурăнакан кашни çын медицина пулăшăвне хăй пурăнакан вырăнтан аякка каймасăр илме пултарасси — çакăн валли тивĕçлĕ условисем йĕркелесси;
2. Инфратытăма модернизацилесси — медицина организацийĕсенчи кивелнĕ çуртсен шутне чакарасси;
3. Кадрсемпе тивĕçтересси — сывлăх сыхлавĕн тытăмне специалистсене, çак шутра ансăр специалистсене те, ытларах илĕртсе çакăнтах тĕплентересси;
4. Пысăк технологиллĕ медицина пулăшăвĕн аталанăвĕ — республикăра пурăнакансен йывăр операцисем тума ытти регионсене тухса каймалла ан пултăр.
Лариса Тарасова палăртнă тăрăх, çак задачăсене пурнăçласси «Вăрăм та хастар пурнăç» тата «Çемье» наци проекчĕсемпе тÿрремĕнех çыхăнса тăраççĕ.
Калаçăва пĕтĕмлетнĕ май, министр профилактика малти вырăнта пулмаллине, сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăнмаллине асăрхаттарчĕ.
Республикăра пурăнакансенчен ыйту чылай пулчĕ, çак шутра Вăрмар муниципаллă округĕнчи Тикаш ялĕнчен те. Ыйту авторĕ Тикашри территори пайĕн начальникĕ Валерий Нарсов, вăл Контактри «Чувашская Республика» сообществăра çакăн пек содержаниллĕ ыйту çырса янă: «Хисеплĕ Лариса Владимировна, Вăрмар муниципаллă округĕнчи Тикаш ялĕнче фельдшерпа акушер пункчĕ авариллĕ лару-тăрура, ăна вут, кăмрăк хутса тата электрокотелпа ăшăтаççĕ. Çурчĕ кивĕ, витĕр вĕртерет, хĕллехи вăхăтра кунта çынсене питĕ сивĕ. Çĕнĕ ФАП строительствине 2026 çулта пурнăçлама палăртнă пулнă, анчах та çак таранччен те Раççей Сывлăх сыхлавĕн министерствинчен çĕнĕ модульлĕ ФАП строительстви пирки хурав çитмен. Тикашра çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕ хăпартса лартассипе пулăшу ыйтатпăр».
Валерий Нарсовăн ыйтăвĕ тÿрĕ эфирта ярăнамарĕ пулин те, «Чувашская Республика» сообществăра унăн ыйтăвĕ çине çапларах хурав панă:
«Валерий, ырă кун! Чăваш Республикинче медицина пулăшăвĕ кÿрес ĕçри пахалăха лайăхлатассипе тăрăшнăшăн, ыйтушăн тавах сире! Тикашри ФАПа республика бюджетне 2026 çулта пĕрремĕш хут уçăмлатассипе бюджет заявкине тăратнă. Заявкăна пăхса тухнин результачĕсемпе Чăваш Ен Сывлăх сыхлавĕн министерствин сайтĕнче паллаштарĕç».
