Хаклă ентешсем! Хисеплĕ çар çыннисем тата çар çапăçăвĕсен ветеранĕсем!

Сире Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин кунĕ ячĕпе саламлатăп!

Раççейре Тăван çĕршывăмăр хăрушсăрлăхĕпе никама пăхăнманлăхне тивĕçтерсе ăна шанчăклăн сыхлакансене пĕр ĕмĕр ытла ĕнтĕ хисеп туса чыслаççĕ. Çак уяв чăннипех халăхăн пулса тăчĕ: ăна хăйĕн пурнăçне Тăван çĕршыва сыхлас ĕçе халалланисене пурне те тав туса кашни çемьерех паллă тăваççĕ.

Эпир фашизма çĕнтернĕ мăн асаттесемпе асаттесен, аттесен паттăрла ĕçĕсем умĕнче пуç таятпăр. Хамăр çĕршывăмăрăнне кăна мар, пĕтĕм тĕнче ирĕклĕхне шăпах совет халăхĕ сыхласа хăварнине эпир яланах асра тытăпăр.

Паян Раççей çĕнĕрен чĕрĕлсе тăнă курайманлăхпа нацизм идеологийĕпе каллех тĕл пулчĕ. Ятарлă çар операцине хутшăнакан пирĕн çар çыннисем Тăван çĕршыва хÿтĕлес ĕçри мухтавлă йăла-йĕркене хăюлăхпа паттăрлăх кăтартса тивĕçлипе малалла тăсаççĕ. Вĕсем – пирĕн паттăрсем, çитĕнекен ăрушăн Тăван çĕршыва чунтан парăннине кăтартакан çутă тĕслĕх.

Чăнлăхпа тĕрĕслĕхе хăйсене шеллемесĕр хÿтĕлекенсем хушшинче Чăваш Енре çуралса ÿснĕ паттăрсем те чылайăн. Эпир çакна асра тытатпăр тата вĕсене пулăшу кÿрессишĕн хамăртан килнине пурне те тăватпăр: ятарлă çар операцийĕ пуçланнăранпа тытăçусем пыракан тăрăха гуманитари тиевĕллĕ 62 конвой ăсатнă. Пирĕн боецсен тăванĕсемпе çывăх çыннисем те тимлĕх­сĕр юлмаççĕ – вĕсене тĕрлĕ енлĕ пулăшу паратпăр тата хÿтлĕх кÿретпĕр.

Çĕршывăмăра халĕ, тулашри тата шалти хăрушлăхсем уççăн ума тухнă вăхăтра, эпир пĕр­лĕхлĕ тата пĕр шухăшлăхлă пулни нихăçанхинчен те ытларах кирлĕ. Эпир унăн пĕтĕмлĕхне тем тесен те сыхласа хăваратпăрах, граждансен ирĕк­лĕхĕпе прависене те тивĕçлипе хÿтĕлетпĕрех. Пире вĕт пурсăмăра та нумай ĕмĕре тăсăлакан йăла-йĕрке тата Тăван çĕршыва чунтан юратни çинче никĕсленекен шалти вăй пĕрлештерсе тăрать. Шăпах вăл пире палăртнă тĕллев еннелле – Çĕнтерÿ патне – çирĕппĕн утма май парать.

Хисеплĕ ентешсем! Сире уяв ячĕпе саламлатăп! Çирĕп сывлăх, пур тĕрлĕ ырлăх, чун çирĕп­лĕхне тата хастарлăх сунатăп. Чи ăшă сунăмсем – сирĕн çемйĕрсемпе çывăх çыннăрсене, вĕсем сирĕншĕн тĕрев тата хунтă шутланаççĕ. Уявпа! Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин кунĕ ячĕпе!

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег НИКОЛАЕВ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Февраль 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика