Хаклă ентешĕмĕрсем!
Сире Раççей кунĕ ячĕпе саламлатăп!
Вун-вун çул хушши ĕнтĕ çĕршывăмăр патшалăх суверенитечĕ тата демократи хаклăхĕсем нумай миллионлă халăх пурнăçне йĕркелесе пымалли çирĕп никĕс пулса тăнă çĕнĕ кун-çул тивлечĕпе малалла аталанать.
Владимир Путин Президентăмăр калакан гражданла ирĕклĕхсемпе саккун аслăлăхĕ паянхи кун уйрăм пĕлтерĕшпе палăрса тăраççĕ. Этем, унăн çемйин ырлăхĕ тата ыранхи куна шанчăклăн кĕтни – акă мĕне тĕп вырăна хурать хальхи вăхăтри патшалăх политики. Тăван çĕршывăмăр аслăлăхĕ çакăн пек ансат та пĕлтерĕшлĕ енсенчен йĕркеленет: телейлĕ ачасем çитĕнекен çемьесенчен, астăвăмран, аслисене хисепленинчен, йывăр вăхăтра пĕр-пĕрне пулăшма хатĕр пулнинчен тата тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлакан ĕçрен.
Чăваш Ен – Раççейĕн уйрăлми, курăмлă тата хăйне евĕрлĕ пайĕ. Пирĕн тăрăха авалтанпах çĕр пин юрă тата çĕр пин тĕрĕ çĕршывĕ теççĕ. Пултарулăхĕн хăйне евĕрлĕ еткерлĕхĕ тата унăн ку чухнехи сăнарлăхĕ тивĕçлипе нумай нациллĕ çĕршывăмăрăн пĕрлехи культура пуянлăхĕн йышне кĕрет.
Раççейри Халăхсен пĕрлĕхĕн çулталăкĕнче Чăваш Енре Халăхсен туслăхĕн çулталăкне ирттерни те ăнсăртран мар. Çапла майпа эпир пĕтĕм çĕршывăмăрпа пĕрле утатпăр. Эпир çăмăл мар, анчах питех те пĕлтерĕшлĕ вăхăтра пурăнатпăр. Тата эпир – çĕнтерÿçĕсемпе пултаруллă ĕçченсен ăрăвĕн еткерçисем. Раççей кунĕ пире çакна тата тепĕр хут çирĕппĕн аса илтертĕр – эпир пиншер çулхи кун-çуллă та пуян культурăллă вăйлă патшалăхăн пĕр пайĕ.
Пĕтĕм Раççей çыннине çирĕп сывлăх, тăнăçлăх тата ырлăх сунатăп! Пирĕн ачасем хăюллă ĕмĕтсемпе çунатланма тата пысăк çитĕнÿсем тума май паракан çĕршывра ÿссе çитĕнччĕр. Пирĕн тăван республикăмăр малалла чечеклентĕр, Аслă Патшалăхăмăр вара татах та вăйланса тĕреклентĕр!
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев
