Чăваш Енĕн хаклă çыннисем!

Сире Республика ку­нĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатăп!

Чăваш Ен пирĕнтен кашниншĕнех – эпир тĕп­ленсе пурăнакан тата хамăрăн пуласлăха хывакан юратнă вырăн. Вăл – чĕре йыхравĕ, тăван кил ăшши, пирĕн вăй-халпа хавхаланăвăн иксĕлми çăлкуçĕ. Вăл тата пирĕн кун-çулăмăр, мăнаçлăхăмăр тата пĕрлехи шăпамăр.

Республика кунне эпир икĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ пу­лăм – Чăваш Енри Халăхсен туслăхĕн çулталăкĕ тата Раççейри Халăхсен пĕрлĕхĕн çулталăкĕ – ша­йĕнче паллă тăватпăр. Эпир çакна лайăх пĕлсе тăратпăр: пирĕн вăй – килĕшÿре, пĕр-пĕрне хисеп­ленинче тата пĕр-пĕрне пулăшса тăнинче. Чă­ваш Ен – тĕрлĕ наци çыннисемпе расна тĕне ĕненекенсен пĕрлехи килĕ, çак нумай евĕрлĕх пире вăйлăрах тăвать.

Пирĕн промышленноçра та, ял хуçалăхĕнче те, халăх хуçалăхĕн ытти отраслĕнче те мăнаçланмалăх пур. Çапах та пирĕн çитĕнÿсем мĕнле курăмлă пулсан та, Чăваш Енĕн чи пысăк пуянлăхĕ вăл – унăн халăхĕ. Ĕç çыннисемпе çĕр ĕçченĕсем, инженерсемпе предпринимательсем, тухтăрсемпе педагогсем, культура тата спорт ĕçченĕсем – кашниех хăйĕн ĕç вырăнĕнче юратнă республикăмăр аталанăвĕпе чечекленĕвĕшĕн пысăк тÿпе хывать. Чăваш Ен вăл – сирĕнпе эпир. Эпир пултаруллă ĕçре те, тĕрлĕ йывăрлăхра та пĕрле – пирĕн халăхăмăрăн пĕрлĕхĕпе вăйĕ шăпах çакăнта. Тăван çĕре парăннăшăн тата юратнăшăн пурсăра та тавтапуç! Хисеп­лĕ ентешĕмĕрсем, сире çирĕп сывлăх, тăнăçлăх, килĕшÿлĕх тата çемьере ырлăх сунатăп.

Ырă кунсем сана, Чăваш Ен! Уяв ячĕпе! Респуб­лика кунĕпе!

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ        Олег Николаев

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Июнь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика