Чӑваш Енӗн хисеплӗ ҫыннисем! Хаклӑ ентешсем!
Сире хамӑрӑн тӑван кӗтесӗн тӗп уявӗпе – Республика кунӗ ячӗпе чун-чӗререн саламлатӑп!
Чӑваш Енӗн хальхи кун-ҫулӗ 1920 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнчен пуҫланнӑ. Алӑ пусса ҫирӗплетнӗ декрета пула пирӗн лӑпкӑ тӑван кӗтесӗмӗр, малалла ҫирӗппӗн аталанса пырса, хӑйнеевӗрлӗ, ура ҫинче ҫирӗп тӑракан, пуян йӑла-йӗрке витӗмӗпе тӗрӗс ҫулпа утакан региона ҫаврӑннӑ.
Пирӗн чысласа хакламалли те, мухтанмалли те пур. Чӑваш Енре Андриян Николаев космонавт, Алексей Крылов карап тӑвакан, Василий Чапаев начдив тата наукӑпа культурӑн, спортӑн нумай-нумай паллӑ ӗҫченӗ ҫуралса ӳснӗ. Паян эпир ҫав ҫӗнтерӳсен ҫул ҫыравне малалла тӑсатпӑр: республика Раҫҫейри промышленноҫ флагманӗсен шутне шанчӑклӑн кӗрет, Федерацин Атӑлҫи округӗнче малти вырӑнсене йышӑнать. Ҫакӑ вӑл Шупашкар тракторӗсен пысӑк хӑвачӗ те, реле хӳтӗлевӗн тӗрӗслӗхӗ те, агропромышленноҫ комплексӗн ҫӳллӗ шайри кал-кал аталанӑвӗ те, ку енӗпе эпир ҫулталӑк пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх – ҫӗршыври чи лайӑх ТОП-15 регионсен йышӗнче.
Кашни ҫитӗнӗвех, таса та чуна савӑнтаракан кашни урам тирпейлӗхнех кунта пурӑнакансен ӑсне тата чун тараватлӑхне пула тума май килет. Бюджетри хамӑрӑн тупӑшсен ӳсӗмӗ пире социаллӑ инфратытӑма кал-кал аталантарма, ҫӗнӗ шкулсемпе больницӑсем ҫӗклеме, ҫавӑн пекех ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене тата вӗсен ҫемйисене тытӑмлӑн пулӑшу кӳрессине вӑйлатма май парать. Пирӗн вай – пӗрлӗхре тата пултаруллӑ ӗҫлевре. Шӑпах ҫавна пула Халӑх программи, тирпей-илем кӗртмелли проектсем ӑнӑҫлӑ пурнӑҫланаҫҫӗ, вӗсене пула хуласемпе ялсем пирӗн пӗрлехи хӑтлӑ киле ҫаврӑнаҫҫӗ.
Хаклӑ туссем! Пурсӑра та ҫирӗп сывлӑх, ҫемье ырлӑхне тата юратнӑ республика ырлӑхӗшӗн ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем тума сунатӑп.
Чăваш Республикин Кунĕ ячĕпе саламлатăп! Уявпа, Республика кунӗпе!
Сергей АРТАМОНОВ, Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗ
