Паян пирĕн редакци хăни – Чăваш кĕнеке издательствин хастар авторĕ Марина Карягина поэт, прозаик. Вăл чылай çул Чăваш патшалăх телерадиокомпанийĕнче ĕçлет, тĕрлĕ кăларăм ертсе пырать, илемлĕ фильмсем хатĕрлет. М. Карягина – нумай кĕнеке авторĕ. Çав шутра çамрăксемпе ача-пăча валли çырнисем: «Сас палли çĕршывĕнче», «Хура тумлă арçын», «Çур çĕр варринчи хĕвел», «Кăтра хĕвел çаврăнăш», «Ылтăн пан улми», «Паттăр вăйĕ – пăтăра», «Çăкăрпа сахăр». Кăçал Чăваш кĕнеке издательствинче унăн «Чĕвĕлти чĕкеç чĕппи» сăвă пуххи пичетленсе тухрĕ.

  • ‒ Мĕн вăл сирĕншĕн литература?

‒ Литература – этемлĕхĕн чун аталанăвĕн çÿллĕшне палăртакан виçипе ăс-хакăлĕн çÿпçи тес килет. Кирек хăш халăха та литературине кура хаклаççĕ.

  • ‒ Мĕн хавхалантарать сире çырма?

‒ Çапла çуралнă та ĕнтĕ, тăван халăхăн ырă пуласлăхне шанни çырма вăй-хал парса тăрать.

  • ‒ Юратнă поэт, прозаик.

‒ Уйăрса калама ансат мар. Пÿрне хуçлатса шутламалăх пур.

  • ‒ Юратнă кĕнеке.

‒ Юлашки 10‒15 çул тăршшĕнче Геннадий Айхин «Разговор на расстоянии» кĕнеки – чи пăлхантараканни. (Поэт ăна мана пил панă пекех çырса парнеленĕччĕ.) Таврăна-таврăна вулама хистекен паха кĕнеке çакă. Ăс-тăна та, чун-чĕрене те лăпкă хăвармасть.

  • ‒ Май пулнă тăк мĕнле çыравçăпа тĕл пулса калаçнă пулăттăр тата мĕншĕн шăпах унпа?

‒ Мана уйрăмах Хветĕр Уярпа, Илпек Микулайĕпе, Анатолий Емельяновпа туслăн калаçса ларма ĕлкĕрейменни кулянтарать. Маларахрисенчен – Константин Иванова, Çеçпĕл Мишшине, Митта Ваçлейне, Петĕр Хусанкая тăранайми итлĕттĕм. Вĕсенчен ыйтса пĕлмелли нумай… Паянхи литература пирки мĕн каланă пулĕччĕç çак пысăк сăмах ăстисем – ку мана кăна мар интереслĕ пуль.

  • ‒ Пурнăç девизĕ.
  • ‒ Кирек мĕнле кăткăс лару-тăрура та унтан тухмалли «алăк» пур.
  • Çынна мĕн кирли çак пурнăçра йăлт пур.
  • Вилĕм çук!
  • ‒ Хайлава çырса пĕтерсенех унпа чи малтанах кама паллаштаратăр? Камăн сĕнĕвĕ сирĕншĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ?

‒ Темшĕн нихçан та никамран та сĕнÿ кĕтмен. Ача чухне те çырса пĕтернĕ хайлава учительсене е урăх кама та пулин кăтартас йăла пулман, тÿрех хаçат-журнала ярса панă. Пичетленсен вара атте, анне, Надя Сельверстрова чи çывăх тусăм мĕнле йышăнни кăсăклăччĕ. Атнер Хусанкайăн, Юрий Артемьевăн, Борис Чиндыковăн, Петĕр Яккусен вĕрентекенĕмĕн, Арсений Тарасов тăванăмăн хаклавĕ яланах пĕлтерĕшлĕ. Ача-пăча валли çырнă хайлавсене ывăлпа хĕре, Аня Айхине вуласа панисем пулнă – ача куçĕ чăннине пытарма пĕлмест.

Ольга ИВАНОВА хатĕрленĕ.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 29 30 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика