Алексей Навальныйăн регионсенчи штабĕсен ертÿçи Леонид Волков Ютубри Navalny Live программăра оппозиционер тусĕсем çывăх вăхăтра çĕнĕ протест акцийĕсем ирттерме хатĕрленменни çинчен евитлерĕ. Мĕнле апла? - тин çеç питĕ паттăр, тĕнчене çавăрса хума хатĕрччĕ вĕт-ха…
Волков ăнлантарнă тăрăх, кашни эрнере митингсене тухсан арестленисен, патак çинисен йышĕ кăна хушăнса пырĕ, штабсем ĕçлейми пулĕç, çитес суйлавсене хатĕрленес тĕлĕшпе чăрмавсем тухса тăрĕç. Вăл шăпах Патшалăх Думин кĕркуннехи суйлавне хатĕрленес енĕпе çине тăрса ĕçлеме чĕнет. Вăт, ун чухне кăтартăпăр… Хăйсен çул пуçне вĕсем колонирен тулашри политика мелĕсемпе усă курса хăтарасшăн имĕш.
Темшĕн ача чухнехи аса килчĕ. Аслăраххисенчен патак лексен айккинелле тараттăмăр та кÿрентерекенсене юнаса кăшкăраттăмăр — тем калама та пулать, халь тин пурпĕр хăваласа çитеймест… Волков та çаплах: ют çĕршывра ăшă вырăн тупнă та — унтан кăшкăрашать. Хăйсем митингсене çÿремеççĕ, ахаль граждансене протест акцийĕсене тухса паттăрлăх кăтартма хистеççĕ. Çав шутра — ачасене. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнчи пек. Ун чухне те фашистсем хĕрарăмсен, ачасен хыçне пытанса тапăнăва çĕкленнĕ тĕслĕхсем пулни çинчен калаççĕ.
Чăннипе вара Навальныйпа унăн тусĕсен протест акцийĕсем тĕлĕшпе вăхăтлăх текен мораторийĕ юлашки вăхăтра иртнĕ митингсен ăнăçсăрлăхĕпе сăлтавланни пирки нимĕнле иккĕленÿ те çук. Халăх вĕсене итлесе — Навальныя ирĕке кăларма чĕнсе — миллионăн-миллионăн хуласемпе ялсен урамĕсенче кĕпĕрленессе шанчĕç пуль те — ку тÿрре тухмарĕ.
Хирĕçлев акцийĕсем Раççейре юлашки вăхăтра эрнесерен иртрĕç — кăрлачăн 23, 31-мĕшĕсенче, нарăс пуçламăшĕнче. Вĕсем Алексей Навальныя арестленипе, суд «Ив Роше» ĕçĕпе çыхăннă условнăй приговора ирĕксĕр хăварассипе улăштарма йышăннипе сăлтавланчĕç. Суд йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн Навальный колонире 2 çул та 8 уйăх ирттерĕ.
РФ Шалти ĕçсен министерстви пĕтĕмлетнĕ тăрăх, кăрлачăн 23-мĕшĕнчи акци вăхăтĕнче çĕршывĕпе — 125 хулара — 4 пин ытла çынна тытса чарнă. Урăхла каласан нимĕнле миллионсем пирки те сăмах çук. Кăрлачăн 31-мĕшĕнче асăннă йыш кăшт пысăкрах пулнă, анах пурпĕр акци пирки массăллă теме чĕлхе çаврăнмасть: 86 хулара 5,7 пин çынна тытса чарнă. Нарăсри акцире вара халăх йышĕ пушшех пĕчĕк пулнă: 125 хулара пĕтĕмпе те 1,4 пин çынна полицие илсе кайнă.
Навальный тусĕсем хăйсен майлисен йышĕ пысăк пек кăтартма тăрăшаççĕ пулин те вĕсен митингĕсем пушă хăмпă пулнине куçкĕрет курса ĕнентĕмĕр ĕнтĕ. Çакă Чăваш Енре те çирĕпленчĕ. Кăрлачăн 23-мĕшĕнче, ЧР Шалти ĕçсен министерстви пĕлтернĕ тăрăх, Навальный майлисен митингне 300 çын тухнă — тинĕсри тумлампа та танлаштараймăн. Вĕсенчен 151-ĕшне полици, Росгварди сотрудникĕсем тытса чарнă, 141-шĕ тĕлĕшпе протоколсем çырнă. Чăн та, митинг йĕркелÿçисем санкцилемен акцире 1,5 пин çын пулни пирки калаççĕ. Ăнланмалла ĕнтĕ: 300 çын кăна пулнине массăллă протест тесе хаклама ниепле те май çук — вĕсене вара, паллах, шăпах «масса» кирлĕ.
Кăрлачăн 31-мĕшĕнче йыш татах чакнă — пĕтĕмпе те 50 çын пуçтарăннă, полицин территори пайĕсене 32 çынна илсе килнĕ. Юлашки акци пирки калама та кирлĕ мар — Шупашкарта унашкалли иртесси тата иртни çинчен пĕлмесĕрех юлтăмăр темелле.
Кĕскен калас тăк — Навальныйпа ун майлисен тĕллевĕ-ĕмĕчĕ пăчланчĕ темелле. Республикăра урăхла пулма пултарасса кĕтмен те. Чăваш Ен çыннисен те, паллах, влаç тĕлĕшпе кăмăлсăрлăх çук мар-тăр, анчах митингсем тăрăх сулланса çÿренипе пурнăç лайăхланасса шанни вырăнсăррине кашниех ăнланать. Урам-площадь тăрăх кăшкăрса çÿриччен, авă, яла кайса юр тасатма пулать — пÿрт-хуралтă тăррисенче вăл кăçал тем хулăнăш, антармасан сиен кÿресси те часах. Нумайăшĕ çапла турĕ те пуль — ахальтен-им митингсенче халăх сахал пулчĕ.
Анчах ку çеç те мар. Çапла, кашни гражданинăн хăйĕн прависене хÿтĕлеме ирĕк пур. Анчах çакă саккунлă пулмалла. Санкцилемен акцисене хутшăнни штрафпа çаврăнса тухасси те часах. Хăшĕсем халь çакна пĕлеççĕ — ирĕк паман мероприятисене хутшăннăшăн вĕсене административлă майпа айăпласа 10-шар пин тенкĕлĕх штрафланă. Чăннипе, КоАПăн 20.2 статйин 5-мĕш пайĕпе яваплăх хакĕ тата пысăкрах та пулма пултарать — 20 пин тенкĕ таранах.
Ачасем, çул çитмен çамрăксем пирки калас тăк — ку вĕсен малашнехи шăпине тĕксĕмлетесси те инçе мар. Çакăн пирки иртнĕ эрнере «Хыпар» журналисчĕсемпе курнăçнă май республика прокурорĕн заместителĕ Виталий Семенченко та асăрхаттарчĕ: санкцилемен митинга тухни — саккуна пăсни. Саккуна пăсакан çамрăксем вара малашне полицире, ытти вăй тытăмĕнче ĕçлеймĕç — унашкалли пирки ĕмĕтленме те кирлĕ мар.
Çак ĕç-пуç коронавирус инфекцийĕ сарăлнă тапхăрта пулни пушшех хăрушă. Тĕнче, çĕршыв, республика пандемипе кĕрешеççĕ, сыхлăхăн кашни саманчĕ хаклă, пысăк пĕлтерĕшлĕ. Митинг йĕркелÿçисем вара, тĕрĕссипе, сыхлăх енĕпе тăвакан калама çук пысăк ĕç çине лачлаттарса сурчĕç. Тĕрĕсрех калас тăк — халăх, унăн хăрушсăрлăхĕ çине сурчĕç. Ку айвансем чирлеччĕрех, пирĕншĕн вара саккунпа урлă пулнă Навальный ирĕкĕ хаклăрах тениех пулчĕ вĕт. Çапла калани ăнсăртран мар: Мускавра, сăмахран, полици митингра ковидпа чирлĕ çынсем те пулнине палăртнă. Вĕсем никама та чир ертмен тесе никам та шантарса калаймĕ.
Телее, халăх вĕсене шанмарĕ, вĕсен хыççăн каймарĕ. Малтан вĕсем çине ăшă куçпа пăхнисен шухăш-кăмăлĕ те улшăннăн туйăнать. Путин керменĕнчен пуçласа тÿрĕ кăмăллă та таса Навальный пирки сăмах ваклани — пĕтĕмпех суя пулнине кашниех курса ĕненчĕ вĕт.
Пире суйрĕç. Пĕрре суйнăскерсем малашне те çав çулпах утмĕç тесе шантарма йывăр — хăйсенчен пистерчĕç. Çакна Навальныйпа ĕçтешĕсем хăйсем те ăнланаççĕ ĕнтĕ, хирĕçлев акцийĕсем ирттерес мар тени çакăнпа çыхăнни пĕртте иккĕлентермест. Ăнланаççĕ, анчах халăх та ăнланса илесрен шикленеççĕ. Халăх вара суккăр мар — мĕн пулса иртнине чухлать, хăйне хывăхпа улталама тăнине туять.
Улталаймарĕç, улталаймĕç.
Николай АНТОНОВ.