Хаклă хĕрарăмсем!
Сире Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ - Пуш уйăхĕн 8-мĕшĕ - ячĕпе чĕререн саламлатăп!
Ҫуркуннехи илемлĕ ҫак уяв чун ăшшипе тулли. Вăл пире, арҫынсене, сире тав тума, аннесене, асаннесемпе кукамайсене, аппасемпе йăмăксене, ĕҫтешсене юратни ҫинчен калама ăнтăлнипе пĕрлештерет. Ҫут ҫанталăк сире илем, ăс, ачашлăх, чун пуянлăхĕ, пархатарлă вăй-хăват, ĕҫченлĕх парнеленĕ. Тĕнчене ырăрах тата ҫутăрах тунăшăн, савăнăҫ кӳнĕшĕн, пире ырă ĕҫсем тата ҫĕнĕ ҫитĕнӳсем тума хавхалантарнăшăн сире пысăк тав.
«Хĕрарăмăн хĕрĕх тĕрлĕ ĕҫ тума та ал ҫитет», - тенĕ ваттисем. Этемлĕхĕн илĕртӳллĕ ҫурри ҫемье вучахне упрать кăна мар, республика аталанăвне, наци культурипе йăлисене упрассине те пысăк тӳпе хывать.
Савнă хĕрарăмсем! Сире пĕтĕм чунтан ҫирĕп сывлăх, телей, ырлăх сунатăп! Телейлĕ пулăр!