photo 2024 01 29 16 51 08

Чăваш патшалăх филармонийĕнче Экологи культурин тата çутçанталăкпа перекетлĕн усă курмалли çулталăка официаллă майпа уçассипе савăнăçлă мероприяти иртрĕ. Чăваш Енре Экологи культурин çулталăкне республика Пуçлăхĕн Олег Николаевăн Хушăвĕпе килĕшÿллĕн ирттерме палăртнă.

Экологи культурин тата çутçанталăкпа перекетлĕн усă курмалли çулталăка уçма паллă ученăйсем, экологсем, вăрман хуралçисем, педагогсем, общественноç тата влаç органĕсен представителĕсем хутшăннă. Г.Е.Его­ров ячĕллĕ Вăрмарти пĕтĕмĕш­ле пĕ­лÿ паракан вăтам шкул çумĕнчи «Вăрман робинзонĕсем» шкул лесничествине çÿрекенсем те — Дарья Алексеева, Виктория Давыдова, Константин Николаев, Тихон Михайлов, Дарья Тимофеева, Маргарита Зобова, Анастасия Иванова тата Ангелина Семенова — мероприятине хутшăнмасăр тăма пултарайман.

Пухăннисем валли «Чăваш Енĕн экопуянлăхĕ» курав хатĕрленĕ. Вăл чăннипех те актуаллă, мĕншĕн тесен çĕр чăмăрĕ çинчи çутçанталăк пуянлăхĕ çынсене тулли пурнăçпа пурăнма май парать, çавăнпа пирĕн ăна тав тумалла, çутçанталăка упрамалла.

«Вăрман робинзонĕсем» куравра республикăри чĕрчунсен тата ÿсентăран тĕнчипе паллашма пултарчĕç. Экспозицинче юханшывсемпе кÿлĕсем, сыхлакан территорисем, вăрмансемпе çеçенхирсенче пурăнакан, «Хĕрлĕ кĕнекене» кĕртнĕ чĕрчунсемпе кайăксем çинчен информаци пуçтарнă.

Унтан «Пирĕн çĕр çине çÿлтен тинкер» уяв концерчĕ иртрĕ. Концерт прог­раммине Маргарита Зобова, Ангелина Семенова тата Анастасия Иванова хутшăнма тивĕçрĕç.

Экологи культурин тата çутçанталăкпа перекетлĕн усă курмалли çулталăк шайĕнче регионта экологипе çутĕç мероприятийĕсем — экоконкурссем, олимпиадăсем, фотопроектсем, тĕрлĕ тĕпчевсем ирттерме планланă. Унта кăмăл тăвакансем пурте хутшăнма пултараççĕ. Экологи туризмне аталантарасси те пысăк тимлĕхре пулĕ. Чăваш Енре пурăнакансемпе регион хăнисене валли заповедниксем, вăрмансем, шыв-шурлă вырăнсем тăрăх çĕнĕ экологи маршручĕсем йĕркелеме палăртнă.

Клавдия НИКОЛАЕВА, Г.Е.Егоров ячĕллĕ Вăрмарти вăтам шкулта биологи вĕрентекенĕ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика