EKjNYhvHG9MhzxIQRaixnAqrQYJrAkciÇак кунсенче Вăрмар муниципаллă округĕнче харăсах модульлĕ икĕ çĕнĕ клуб хăйсен алăкĕсене тараватлăн уçнă — Тикаш ял тăрăхĕнчи Хĕрлĕçыр ялĕнче тата Кавал ял тăрăхĕнчи Кивĕ Вĕренер ялĕнче. Иккĕшне те вĕсене пуçарулăх бюджечĕн программипе усă курса хăпартнă.

Хĕрлĕçыр ялĕнчи клуба уçма Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев хутшăннă. Вăл хĕрлĕçырсене çакăн пек пысăк пĕлтерĕшлĕ культура объекчĕ уçăлнă ятпа саламланă. Çĕнĕ клуб çав тери кирлĕ пулнине, кунта пурте пĕрле пухăнса ял ыйтăвĕсене татса пама тата культурăллă канма май килнине палăртнă. Тин кăна-ха Хĕрлĕçыр ялĕнче çĕнĕ фельдшерпа акушер пунктне уçнăччĕ, халĕ вара, çак ялта пурăнакансем хăйсем тăрăшнипе, çĕнĕ клуб та ĕмĕтрен чăнлăха çаврăннă.

Çавăн пекех Хĕрлĕçыр ялĕнче пурăнакансене паллă пулăм ячĕпе Тикашри территори пайĕн пуçлăхĕ Валерий Нарсов, Вăрмар муниципаллă округĕн культура аталанăвĕн тата библиотека ĕçĕсен центрĕн директорĕ Алена Саминова, Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн строительствăпа территорисен аталанăвĕн управленийĕн строительствăпа çул-йĕр хуçалăхĕн пайĕн начальникĕн заместителĕ Екатерина Иванова ăшшăн саламланă.

Вăрмар муниципаллă округĕн культура аталанăвĕн тата библиотека ĕçĕсен центрĕн директорĕ Алена Саминова Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн культура, социаллă аталану тата спорт пайĕ ячĕпе парнесем панă: спортпа туслă пулма шашкă, шахмат, дартс вăййисем тата вăхăтпа тан утма стена çине çакмалли сехет.

Вырăнти активистсем Елена Николаева, Галина Прокопьева тата Юлия Штокман çакăн пек чаплă клуб туса панăшăн муниципалитет тата регион руководствисене тав сăмахĕ каланă.

Юлашкинчен çынсем пурте пĕрле туслăн Тикашри культура çурчĕ çумĕнчи художествăлла пултарулăх коллективĕн концертне курнă.

Киввĕренерсем те çĕнĕ клуба савăнăçлă лару-тăрура уçнă. Çак пулăма вĕсем тахçантанпах кĕтнĕ. Модульлĕ клуб питĕ капăр та çав вăхăтрах компактлă пулнă.

Клуба уçма Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен заместителĕн – вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçлаканĕ Виктор Павлов, Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн культура, социаллă аталану тата спорт пайĕн начальникĕ Александр Краснов, Кавалти территори пайĕн начальникĕ Василий Адюков тата ыттисем те хутшăннă. Йăлана кĕнĕ йĕркепе çĕнĕ клуб алăкĕ умĕнче хĕрлĕ хăйăва каснă хыççăн куракансене уяв концерчĕ кĕтнĕ. Вырăнти тата хăнана чĕннĕ художествăлла пултарулăх коллективĕсем хаваслă юрри-ташшипе мероприятине илем кÿнĕ.

Хĕрлĕçырсем те, киввĕренерсем те хăйсен савăнăçне пытармаççĕ. Халĕ ĕнтĕ вĕсем çĕнĕ клубсенче тĕрлĕ мероприятисем, тĕлпулусем, уявсем ирттерме пултараççĕ. Пĕр шухăшлă çынсене валли кунта пĕрле пуçтарăнса ал ĕçĕ тума, тĕрлĕ кружоксем йĕркелеме май пур тата ытти те.

Кашни ялтах çакăн пек хăтлă, çутă, ăшă клубсем çав тери кирлĕ, мĕншĕн тесен халăхăн культури шăпах та ялта тымар илет. Ялти культура çурчĕ — канмалли, вăхăта савăнăçлă ирттермелли вырăн кăна мар, вăл халăхăн творчествăлла пултарулăхне аталантаракан учреждени, ял çыннисен обществăлла пурнăçĕн центрĕ.

Ирина ДАНИЛОВА хатĕрленĕ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика