026Çуркунне çанталăк хĕр кăмăлĕ пек улшăнуллă. Апрель уйăхĕ тĕлĕнтерет. Çавăнтах хĕвелĕ те пăхать, çумăрĕ те шăпăртатать, хăш чухне вара, ак кĕтменлĕх, юрĕ те пĕр каç хушшинчех çуса лартать, тин кăна хуралнă çĕре каллех шуратать. Районта ака-суха ĕçĕсене хатĕрленес ĕç вĕресе тăрать.

Пулас тухăç çуракине мĕнле хатĕрленнинчен килет-çке. Кăçал вара çуркунне хĕле парăнтарма васкаманнине кура уй-хир ĕçĕсем те кая юлса пыраççĕ. Аграрисем умĕнче пĕлтерĕшлĕ задача тăрать - çуракине кĕске вăхăтра тата пахалăхлă ирттересси. Вăрмар районĕнчи ялхуçалăх таварĕсене туса илекенсем 2018 çулхи çуракине хатĕрленеççĕ. Вĕсем мĕн кирлине туянаççĕ, вăрлăхлăх культурăсене, ялхуçалăх техникине хатĕрлеççĕ. Çавна май района ертсе пыракан яваплă çынсем ялхуçалăх предприятийĕсемпе хресчен /фермер/ хуçалăхĕсенчи лару-тăрăва контрольлесех тăраççĕ.

Çапла иртнĕ кунсенче райадминистраци пуçлăхĕн заместителĕ - ялхуçалăхĕпе экологи пайĕн начальникĕ Н.Николаев, "Раççей ялхуçалăх центрĕ" федераллă патшалăх бюджет учрежденийĕн Чăваш Енри филиалĕн Вăрмарти уйрăмĕн начальникĕ Н.Шанина, агропромышленность комплексĕн ветеранĕ Н.Васильев çурхи ака-суха ĕçĕсене хатĕрленесси епле пынипе кăсăкланса "Ванюков В.Н.", "Ямуков Г.Н.", "Иванова О.А." хресчен /фермер/ хуçалăхĕсене çитсе курчĕç.

"Ямуков Г.Н." хресчен /фермер/ хуçалăхĕнче кунта ĕçлекен механизаторсем хăйсен тивĕçне пурнăçлаççĕ, ялхуçалăх техникине тĕрĕслеççĕ, юсаççĕ. Акă, икĕ пĕртăван - Германпа Алексей Виноградовсем - çĕрулми купалакан агрегат умĕнче тăрăшаççĕ, ăна юсаса пĕтернине, пĕтĕм енчен тĕрĕслесе ĕçе хатĕрленине пĕлтерчĕç. Кунтах кăçал кăна туяннă КБМ-11ПСВ культиватор мăнаçлăн ларать. Унпа В.Обручков механизатора ĕçлеме шанса панине пĕлтĕмĕр.

Юнашарах В.Степанов тракторист К-744 трактор умĕнче тăрмашать /ÿкерчĕк çинче/. Вадим Егорович хăйĕн пурнăçне çамрăкранах ялхуçалăх ĕçĕпе çыхăнтарнă, комбайн штурвалĕ умĕнче те ларса курнă, автослесарь ĕçне те пĕлет, автомашинăпа та, тракторпа та чупать. "Ямуков Г.Н." хресчен /фермер/ хуçалăхĕнче 2006 çултанпа вăй хурать вăл. Ĕçченлĕхĕпе хастарлăхне кура хисеп хучĕсемпе тав çырăвĕсене тивĕçнĕ. 2017 çулхи район Акатуйĕнче Вадим Егоровича Раççей тата Чăваш Республикин гимнĕсем янăранă чухне ялавсене çĕклеме шанса панă, ЧР Ялхуçалăх министерствин Хисеп грамотипе чысланă.

Автопарк тăрăх утса çаврăннă май хуçалăх пуçлăхĕ Геннадий Николаевич вăрлăхлăх пĕрчĕллĕ культурăсемпе çĕрулми акма-лартма çителĕклĕ пулнине пĕлтерчĕ. Хуçалăх 1740 гектар çинче ĕçлет, 149 гектар нумай çул ÿсекен курăксем йышăнаççĕ, кĕрхи тулă 200 гектар çинче акса хăварнă. Кăçалхи çуракинче 600 гектар пĕрчĕллĕ культурăсем акса, 200 гектар çĕрулми, 5 гектар хĕрлĕ кăшман лартса хăварасшăн.

"Ванюков В.Н." хресчен /фермер/ хуçалăхĕнче тин кăна турттарса килнĕ 10 тонна минераллă удобренине пушататчĕç. Хуçалăх пуçлăхĕ Владимир Николаевич ĕçлĕ ушкăна тараватлă кĕтсе илчĕ, кунти ĕç-пуçпа, малашлăх тĕллевĕсемпе паллаштарчĕ. Хуçалăхăн харпăрлăхра 366 гектар çĕр. Кăçал 350 гектар çĕр çинче çурхи культурăсем акма хатĕрленеççĕ кунта, çав шутра 150 гектар çинче - çурхи тулă, 150 гектар çинче - урпа, 50 гектар çинче - сĕлĕ. 16 гектар нумай çул ÿсекен курăк йышăнать. Яваплă çынсем техникăна çуракине епле хатĕрленипе интересленчĕç, вăрлăхлăх тырă упранакан склада кайса курчĕç. Надежда Николаевна Шанина "Симбирцит" сортлă вăрлăхлăх çурхи тулăна лабораторире тĕрĕслеме хутаç çине илчĕ. Владимир Николаевич сăмахĕсем тăрăх, хуçалăхра çурхи ака-суха ĕçĕсене ирттерме хатĕрленсе çитнĕпе пĕрех, нимĕнле чăрмав та пулмалла мар.

"Иванова О.А." хуçалăхăн ĕçченĕсемпе ĕçлĕ ушкăн уй-хирте тĕл пулса калаçрĕ. Вĕсем çав кун кĕрхи тулă анисене удобрени сапма тухнăччĕ. Ятарлă урапаллă техника йĕпе ана çинче те путмасть, хăвăртлăхĕпе те тĕлĕнтерет. Хуçалăх пуçлăхĕн заместителĕ И.Иванов вĕсем çуракине хатĕр пулнине пĕлтерчĕ. 577 гектар çĕр çинче вăй хураççĕ кунта. 160 гектар кĕрхи тулă акса хăварнă, 75 гектар çинче - нумай çул ÿсекен курăксем. Кăçал 60 гектар çурхи тулă, 60 гектар урпа акса хăварасшăн, 40 гектар çинче çĕрулми лартас тĕллевлĕ. Çапла районти фермерсем хĕрÿ вăхăт çитсен кашни çеккунтпа туллин усă курас тĕллевпе çуракине тĕплĕн хатĕрленни палăрчĕ. Николай Михайлович, Надежда Николаевна, Николай Васильевич вĕсене палăртнă задачăсене пурнăçлама ăнăçу сунчĕç.

И.ДАНИЛОВА.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика