dolgovВăрмар тăрăхĕ хăйĕн пурнăçне тăван ялпа, ялхуçалăх ĕçĕпе çыхăнтарнă çынсемпе пуян. Вĕсем ахаль çынсемех, хăйсен ĕçне тăван çĕре юратса, çĕршыв тăнăçлăхĕшĕн тăрăшса тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлаççĕ.

"Шигали" ялхуçалăх производство кооперативĕнче вăй хуракан Николай Владимирович Долгов та çакăн пек ĕç çыннисенчен пĕри. Галина Ивановнăпа Владимир Леонтьевич Долговсен çемйинче 1968 çулхи августăн 11-мĕшĕнче кун çути курнă Николайăн ачалăхĕ ыттисенни пекех пулнă темелле. Ялта тар тăкса ĕçлемесĕр, ял-йышпа хутшăнмасăр пурнăç малалла каймасть. Çавăнпа ашшĕ-амăшĕ ăна аслисене хисеплеме, нушана лекнисене пулăшма, ĕçе юратма вĕрентсе ÿстернĕ. Ялти шкулта 10 çул ăс пухнă хыççăн çамрăк каччă Çĕрпÿри ялхуçалăх техникумне çул тытать. Тепĕр икĕ çултан унăн салтак ячĕ тухать. Çапла 1986-1988 çулсенче Вăтам Азинче пограничник пулса службăра тăрать. Чунĕ тăван ялнех туртăннă Николайăн. Çĕршыв умĕнчи тивĕçне чыслăн пурнăçланă хыççăн кунтах тĕпленсе пурăнас кăмăлпа Шăхальне таврăнать вăл. Вăрмарти ДОСААФ автошкулĕнче вĕренсе алла водитель удостоверенине илет. 1989 çултанпа тăван колхозра ĕçлеме пуçлать. Тĕрлĕ çулсенче выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес енĕпе те, водитель ĕçĕнче те, тĕп инженер пулса та тăрăшнă Николай Владимирович. Халĕ руль умĕнче вăй хурать. Тăватă кустăрмаллă юлташĕпе - ГАЗ-53 автомашинăпа - тĕрлĕ ĕçсене пурнăçлать.

Пурнăç пĕр тикĕссĕн шумасть, паллах, çĕршыври улшăнуллă самана тути-масине те астивме лекет Николайăн, çапах та тăван ялпа, ялхуçалăх ĕçĕпе сывпуллашас шухăш пулман унăн. Тÿрĕ чунлă ял ĕçченĕ хастарлăхне кура сахал мар хисеп хучĕсемпе тав çырăвĕсене тивĕçнĕ. Акă, ЧР Ялхуçалăх министерствин Хисеп хучĕ кăна мĕне тăрать.

Мăшăрĕ те, Светлана Владимировна, ялти шкулта пуçламăш классене вĕрентекенскер, Николай Владимировича ырă сĕнÿ-канашпа та, хавхалантаракан сăмахпа та пулăшса пырать. Икĕ ывăлпа пĕр хĕре кун çути парнеленĕ Долговсем. Сергейпе Дима çитĕннĕ çынсем ĕнтĕ, ашшĕ пекех мал ĕмĕтлĕ çамрăксем пурнăç çулĕ çине çирĕп тăнă. Иккĕшĕ те аслă пĕлÿ илнĕ. Кристина 9-мĕш класра вĕренет. Сăмах май каласан, каратэ спорчĕпе туслă, хура пиçиххи çыхса çÿреме тивĕçнĕ Кристинăн çитĕнĕвĕсем пирки "Хĕрлĕ ялав" хаçатра пĕрре кăна мар çырнă.

Юлашкинчен çапла калас килет: Тăван çĕршыв тени хăв çуралса ÿснĕ вырăнтан, çемьерен, юратнă ĕçрен пуçланать. Апла пулсан шăпах Николай Владимирович пек çирĕп шăнăрлă, ĕçчен те тăрăшуллă пурнăç çыннисем тăраççĕ те ĕнтĕ çĕршывăн никĕсĕнче.

И.ДАНИЛОВА.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика