gDxzkXvfz68Мускав хулинчи 1518 номерлĕ шкулта тата Мускав хулин педагогика университетĕнче "Педагогический дебют - 2018" Пĕтĕм Раççейри конкурс иртнĕ.

Конкурса хутшăнакансем - регионсен шайĕнчи çĕнтерÿçĕсем - тĕрлĕ конкурс заданийĕсене пурнăçланă. Çак конкурса Чăваш Республикинчен Энĕшпуçĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта математикăпа информатика предмечĕсене вĕрентекен Александр Васильевич Сергеев /ÿкерчĕк çинче/ хутшăннă.

Раççей Федерацийĕн Федераци Канашĕнче "Педагогический дебют - 2018" Пĕтĕм Раççейри конкурсра çĕнтернĕ вĕрентекенсене чыслассипе церемони иртнĕ.

Александр Васильевич конкурс лауреачĕ пулса тăнă, лауреат Дипломне тата Паллине тивĕçнĕ.

"Педагогический дебют" конкурс РФ Вĕрентÿпе наука министерстви тата Пĕтĕм Раççейри вĕрентÿ профсоюзĕ пулăшнипе 2006 çултанпа иртет.

Э.МИХАЙЛОВА.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика