Районти уй-хирсенче ялхуçалăх техникин шавĕ кĕрлесе тăрать. Районти çĕр ĕçченĕсем, хресчен /фермер/ хуçалăхĕсем, ялхуçалăх кооперативĕсем пурте тенĕ пекех çуракине тухнă.
Паллах, кăçал çуркунне васкаманнине кура çураки кăштах кая юлчĕ. Çĕр те пĕтĕм çĕртех пиçсе çитеймен. Хăш-пĕр лаптăксене тракторсем кĕреймеççĕ-ха, апла пулин те типĕ вырăнсенче çĕр тырă акмалăх пулнă ĕнтĕ. Çавăнпа текех тăсма юрамасть.
Районти ялхуçалăх пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, майăн 10-мĕшĕ тĕлне районта 1405 гектар çĕр çинче çурхи пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем акнă, çакă планран 10,4 процент шутланать. Çавăн пекех 25 гектар çĕр çинче çĕрулми лартнă.
"Иванов В.А." хресчен /фермер/ хуçалăхĕнче те çурхи ака-суха ĕçĕсен хĕрÿ тапхăрĕ вĕресе тăрать. Çанталăкĕ хĕвеллĕ, типĕ тăнă чухне кашни кунпа туллин усă курас тĕллевпе хуçалăхра вăй хуракан механизаторсемпе водительсем иртен пуçласа каçченех хиртен кĕмеççĕ.
Акă, Александр Артемьевпа Александр Васильев трактористсем /ÿкерчĕк çинче/ ирхине-ирех Беларус 12-21 тракторĕсемпе ĕçлеме тухса каяççĕ, бункерне тоннăна яхăн тырă кĕрекен "Амазони" сеялкăсемпе тĕттĕмленичченех анлă уй-хирте çураки ĕçĕсене пурнăçлаççĕ. Валерий Ширков водитель КамАЗ автомашинăпа акмалли тырă турттарать. Николай Куприянов сеялкăсен пушаннă букерĕсене тырăпа тултарса тăрать. Эпир пынă чухне арçынсем Арапуç ялĕ çумĕнчи çĕр лаптăкĕнче урпан «Раушан» элита сортне акатчĕç. Опытлă ĕçченсем хăйсен ĕçне юратса тата пĕлсе пурнăçлаççĕ. Çапла пулмасăр, пĕрремĕш çул кăна ĕçлемеççĕ вĕсем ялхуçалăхĕнче.
И.ДАНИЛОВА.