Çÿлти Кинчер ялĕ район центрĕнчен аякра вырнаçнă ялсенчен пĕри тесе каласан та йăнăшмастăп. Кунта пурнăç пĕр вырăнта тăмасть. Ĕçлеме ÿркенмен çынсем пуррипех ял кунсеренех илемленсех пырать. Илемшĕн, тирпейлĕхпе тасалăхшăн вăй хураççĕ кинчерсем.
Çакна ялти райпо лавккине кĕрсе курсан та ăнланса илме пулать. Кунта сутуçăра Валентина Васильевна Константинова 2005 çултанпах тăрăшать. Вăрмар райповĕ халăх ыйтăвне тивĕçтерес енĕпе туллин вăй хурать.
Халăха куллен кирлĕ таварсене саккас парсан хуть те хăш вăхăтра та кил те - туян. Строительство материалĕсем кирлĕ-и е çăнăх, сахăр-песук таврашĕ тата ытти куллен кирлĕ таварсене туянма пулать. Сутуçăсем вĕсен ыйтăвĕсене вара вăхăтра тивĕçтерме тăрăшаççĕ. Çĕрулми лартнă вăхăтра пахалăхлă вăрлăх та илсе килсе сутаççĕ. Кирлĕ пулсан чăх чĕппи те илсе килеççĕ. Йăлара усă куракан хими таварĕсем, савăт-сапа, канцеляри, текстиль таварĕсем, чустаран хатĕрленĕ тутлă апат-çимĕç - пурте вырăн тупнă райпо лавккинче. Ялта пурăнакансем аякка каймасăрах, мĕн кирлине кунтах туянма пултараççĕ.
Ĕçчен çын яланах хисепре. Коллективра та, ял çыннисем умĕнче те. Хисеплеççĕ Валентина Васильевнăна та ялта. "Çынпа çын пек пулма пĕлет, ватăсемпе ватăлла, çамрăксемпе çамрăкла калаçать. Лавккана кĕрсен сутуçă кăмăлне ытараймасăр калаçас та калаçас килет. Ун пек çынсем нумайрах пулсан пурнăç та илемлĕн туйăнать", - тет пĕр кинеми лавкка еннелле утнă май. Татах та нумай çул халăх кăмăлне туллин тивĕçтермелле пултăр сирĕн, Валентина Васильевна.
А.НИКОЛАЕВА.