Наркотиксемпе çыхăннă преступленишĕн вăрахлăха ирĕксĕр тăрса юласси иккĕленÿсĕр. Çийĕнчен «наркăмăш» сутса илнĕ тупăшпа усă курасса шанни те вырăнсăр.
Шупашкарти Калинин районĕн прокуратури Раççей Федерацийĕн интересĕсене хÿтĕлесе Çĕнĕ Шупашкар хулин судне тавăç тăратнă — химиксен хулин çамрăкĕ преступлени туса илнĕ тупăша шыраса илме ыйтнă. Маларах Калинин районĕн сучĕ çак çынна саккуна пăсса наркотик сутма тăнăшăн уголовлă майпа айăпланă, 4 çуллăха ирĕксĕр хăварса çирĕп режимлă колоние ăсатма йышăннă. Тĕпчев çирĕплетнĕ тăрăх, 2022 çулхи сентябрь уйăхĕнче çак яша такамсем 34 пин тенке яхăн куçарса панă. Ку контактсăр майпа наркотик сутассипе çыхăннă ĕçсемшĕн куçарнă тÿлев пулнă. Прокуратура тавăç тăратнă май çак укçа преступленипе сăлтавланнине шута илнĕ. Суд ыйтăва туллин тивĕçтернĕ — асăннă укçана çамрăк çынран шыраса илме йышăннă.