doroga1doroga2Çу кунĕсем — йĕри тавралăха илем кĕртмелли, хăтлăлатмалли, строительство ĕçĕсене пурнăçламалли чи лайăх вăхăт. Çакна кура Вăрмар поселокĕнчи нумай хваттерлĕ çуртсен картишĕсенче хăтлăх кĕртмелли ĕçсем пыраççĕ.

Пурĕ поселокри 6 картиш территорине «Çурт-йĕр тата хула хутлăхĕ» наци проекчĕн «Хăтлă хула хутлăхне йĕркелесси» регион проекчĕпе килĕшÿллĕн хăтлăлатмалла. Ĕçсене май уйăхĕнче пуçланă, контрактпа килĕшÿллĕн сентябрĕн 15-мĕшĕ тĕлне вĕçлемелле. Константин Иванов ячĕллĕ урамра 3, 9, 11 çуртсен картиш территорине юсама 5 814 310 тенкĕ, Порфирьев урамĕнчи 11-мĕш тата Некрасов урамĕчи 12-мĕш номерлĕ çуртсен территорине юсама 2 677 760 тенкĕ, Заводская, 45-47 адреспа вырнаçнă картиш территорине хăтлăх кĕртме 3 776 350 тенкĕ, Зеленый тăкăрлăкри 3-7 çуртсен умĕнчи территорие хăтлăлатма 4 259 340 тенкĕ, Школьный тăкăрлăкĕ, 4-6, Энтузиастсен, 8 тата Молодежная,18 адреспа вырнаçнă территорие хăтлăлатма 6 340 450 тенкĕ уйăрнă. Тăватă объектĕнче «Данилов А.В.» тата тепĕр икĕ объектĕнче «Васильев А.В.» уйрăм çын предпринимательсен ĕçченĕсем тăрăшаççĕ.

Нумай хваттерлĕ çуртсен картишĕсене юсаса хăтлăх кĕртес ĕç шутне мĕн кĕрет-ха? Машинăпа çÿремелли çулсем, машинăсене лартмалли вырăнсем, тротуарсем туса хатĕрлесси, тавралăха ешĕллетесси, ларкăчсемпе урнăсем вырнаçтарасси. Кашни объектрах пур япали те пулмасан та, урнăсемпе ларкăчсем 6 территорире те пулĕç. Ĕçсем еплерех пынипе Вăрмарти территори пайĕн начальникĕ Александр Николаевич Виссарионов паллашсах тăрать.

Акă Энтузиастсен урамĕнче эпир пынă вăхăтра 9 çын ĕçлетчĕ. Кивĕ бордюрсене ватса пулас тротуарсем валли çĕре чаватчĕç, никĕс хатĕр­летчĕç «Васильев А.В.» уйрăм çын предприниматель ĕçченĕсем /ÿкерчĕк çинче\. Пурĕ 5 техника единицине явăçтарнă. Çак вăхăтрах поселкори Константин Иванов ячĕпе хисепленекен урамра та çул сармалли ĕçсем пыратчĕç. Эксакаватор-погрузчик вак чул тиесе пулас асфальтлă çул çине тăкатчĕ. Кунта «Данилов А.В.» уйрăм çын предпринимателĕн ĕçченĕсем — 6 çын ĕçлет, 2 техника явăçтарнă /ÿкерчĕк çинче\. Алексей Леонидович Алексеев мастер-прораб палăртнă тăрăх, ĕçсене май уйăхĕн 14-мĕшĕнче тытăннă, сентябрьте пĕтермелле.

Аса илтеретпĕр, çак пĕлтерĕшлĕ ĕçсем йăлтах «Хăтлă хула хутлăхне йĕркелесси» программăпа килĕшÿллĕн пурнăçланаççĕ.

Эвелина МИХАЙЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Июнь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика