Иртнĕ эрнере Чăваш Енĕн тĕп хулинче «Çĕнтерÿ пуйăсĕ» пулчĕ. Пĕрремĕшсен йышĕнче выставкăпа республика Пуçлăхĕ Олег Николаев, РФ Патшалăх Думин финанс рынокĕн комитечĕн председателĕ Анатолий Аксаков, вĕрентÿ министрĕ Дмитрий Захаров, Чăваш Ен прокурорĕ Эдуард Гиматов тата ыттисем те паллашрĕç.
— Çак проекта Чăваш Енре те пурнăçа кĕртнĕшĕн Раççей чукун çулĕсене тав тăватăп, - тенĕ Олег Николаев. — Вăрçă çулĕсем мĕн тери йывăр пулнине кăтартса пама пирĕн пата выставка кăçал та çитрĕ. Ăна йĕркелекенсем хăрушă çулсене нихăçан та манса ан кайччăр теççĕ. Кашни темăна çутатакан экспозицисен энергетики, уйрăммăн илсен тăшман самолечĕн кĕрлевĕ, бомба-снаряд çурăлни, пульăсем вĕçĕмсĕр шăхăрса иртни куракансен чун-чĕрине пăлхатать те — вăрçа хăв та хутшăннă пек туйăнать. Эпир кунта ачасене май килнĕ таран ытларах илсе килсе кăтартма тăрăшрăмăр.
Куçса çÿрекен музей хальхи йышши технологисем пулăшнипе Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтне тавăрать. Экспозицисем — 10 вакунра, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин тапхăрĕсене кăтартса параççĕ. Кашни вакунра çав тапхăрти пулăмсем, паттăрсем, пурнăç. Ку — хăйне евĕр интерактивлă курав. Вакунсенче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине халалланă экспозицисемпе паллашма пулать. Чăваш Ене 3-мĕш хут килсе кайнă пуйăс пирĕн тăрăхра февралĕн 13-14-мĕшĕсенче пулчĕ. Музей пуйăс чукун çул вокзалĕнче вырнаçрĕ. Палăртмалла: курав 12 çултан аслăраххисем валли. Çак ÿсĕмрен кĕçĕнрех ачасен ăна аслисемпе пĕрле çеç кĕрсе курма юрать. Экспозицисене 79 панорама, интерактивлă 158 элемент, видео кăтартакан экрансемпе проекторсем, геройсен скульптурисем пуянлатаççĕ. Музей маларах Чулхулара чарăнса куракансене темиçе кун йышăннă.
Февралĕн 14-мĕшĕнче Вăрмар тăрăхĕнчен Çĕнтерÿ пуйăсĕнчи экспозицисемпе Пинерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта 7-мĕш класра вĕренекенсем хăйсен класс руководителĕпе, истори вĕрентекенĕпе, Марина Эдуардовна Тихоновăпа пĕрле паллашрĕç. Çур сехете яхăн ачасем Аслă Отечественнăй вăрçă çулĕсенчи вăхăтпа паллашрĕç. Çав тери кăсăклă экскурси пулнине палăртаççĕ шкул ачисем. Ачасемшĕн кăна мар, аслисемшĕн те çав тери кăсăклă кунта.
Эвелина МИХАЙЛОВА