IMG 6176Паттăрсен ячĕсем манăçмаççĕ. Эпир вĕсене асра тытнă чухне вĕсем, чĕрĕ пекех, ялан пирĕнпе юнашар пулĕç. Чупай ялĕнче, акă, йĕлтĕрпе чупассипе Раççей спорт мастерне, «Хăюлăхшăн» орденăн кавалерне, Украинăри ятарлă çар операцийĕнче паттăрла пуçне хунă Владимир Петрович Сергеев аслă лейтенанта асăнса çулсерен йĕлтĕрпе чупассипе ăмăртусем ирттересси йăлана кĕрсе пырать.

Кăçал республика шайĕнчи спорт мероприятине вăрмарсем те, Чăваш Енĕн тĕрлĕ округĕсен, Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар хулисен, Тутар Рес­публикин спортсменĕсем те, çав шутра Хусанти танк училищинче вĕренекенсем те йышлăн хутшăнчĕç.

Ăмăртусен торжествăлла пайĕнче пухăннисен умĕн­че ЧР физкультурăпа спорт министрĕн заместителĕ Александр Степанов, Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев, Вăрмар муниципаллă округĕн депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ Юрий Иванов, запасри подполковник Михаил Пуклаков, Хусанти танк училищин выпускникĕ, Владимир Сергеевпа пĕрле СВОра çар тивĕçне пурнăçланă Спартак Мышкин, СВО участникĕ Алексей Николаев капитан тата ыттисем те тухса калаçрĕç. Владимир Сергеевăн хăюлăхĕ пуриншĕн те тĕслĕх вырăнĕнче пулнине каларĕç, амăшĕпе ашшĕне - Елена Гавриловнăпа Петр Владимировича - паттăр ывăлшăн тата çакăн пек пысăк спорт мероприятийĕ йĕркеленĕшĕн тав турĕç. Владимир Сергева асăнса шăплăх минучĕ пулчĕ, унтан яваплă çынсем Чупай шкулĕнче унăн ячĕпе уçнă асăну хăми умне чĕрĕ чечексем хучĕç.

Йĕлтĕрçĕсем ÿсĕмне кура ушкăнăн-ушкăнăн черетпе чупрĕç. Йĕлтĕр йĕрĕ çине кĕçĕн классенче вĕренекенсенчен пуçласа спорт ветеранĕсем таран тăрса хăйсен пултарулăхне тĕрĕслерĕç. Мала тухнисене грамотăсемпе, медальсемпе, хаклă парнесемпе наградăларĕç.

Çĕнтерÿ пьедесталĕ çине хăпарма тивĕçнисен шутĕнче вăрмарсем те пулчĕç. 2015-2016 çулсенче çуралнă хĕрачасем хушшинче Чупайĕнчи Юлия Степанова 3-мĕш вырăна тухрĕ. 2007-2008 çулсенче çуралнă хĕрсем хушшинче Чупайĕнчи Екатерина Иванова 3-мĕш пулчĕ. Çав ÿсĕмри яшсем хушшинче 1-мĕш вырăна Чупайĕнчи Егоров Артемий, 2-мĕш вырăна Энĕшпуçĕнчи Илья Гаврилов, 3-мĕш вырăна Мăнçырмари Святослав Корнилов йышăнчĕç /сăн ÿкерчĕк çинче/.

18-29 çулсенчи хĕрсем хушшинче Чупайĕнчи Ангелина Егорова 2-мĕш, Анастасия Кузнецова 3-мĕш вырăнсене тивĕçрĕç. 40-49 çулсенчи хĕрарăмсем хушшинче Чупайĕн­чи Татьяна Григорьева çĕнтерчĕ. 50-59 çулсенчисем хушшинче 1-мĕш вырăна Чупайĕн­чи Светлана Егорова тухрĕ. 60-69 çулсенчисем хушшинче Чупайĕнчи Мария Николаева 2-мĕш пулчĕ.

18-29 çулсенчи каччăсем хушшинче Чупайĕнчи Максим Николаев 2-мĕш вырăна йышăнчĕ. 30-39 çулсенчи арçынсем хушшинче 1-мĕш вырăна Энĕшпуçĕнчи Станислав Иванов, 2-мĕш вырăна Чупайĕнчи Сергей Елаков çĕнсе илчĕç. 40-49 çулсенчисем хушшинче Кивĕ Вăрмарти Эдуард Мясников 2-мĕш пулчĕ. 50-59 çулсенчисем хушшинче Кивĕ Вăрмарти Валерий Федоров 3-мĕш вырăна тивĕçрĕ.

Аса илтеретпĕр: Владимир Сергеев 1997 çулта Патти ялĕнче çуралса ÿснĕ, кĕçĕн классенче тăван ялти шкулта вĕреннĕ, 5-9 классенче Чупай шкулĕнче ăс пухнă. Вăл яланах активлăхпа палăрса тăнă, пĕлÿ патне туртăннă, сывă пурнăç йĕркине тытса пынă, спортпа туслă пулнă. Ахальтен мар йĕлтĕрпе чупассипе Раççей спорт мас­терĕн ятне тивĕçнĕ. Владимир Хусанти танк училищине вĕренсе пĕтернĕ, Раççей Федерацийĕн Хĕç-пăшаллă вăйĕсенче контрактпа службăра тăнă. 24 çултах танк взвочĕн командирĕ пулса тăнă. Умне лартнă задачăсене пурнăçланăшăн Суворов медальне тивĕçнĕ. Питех те шел, 2022 çулхи ма­йăн 8-мĕшĕнче тан мар çапăçура вилмеллех аманнă. Хăюлăхпа паттăрлăхшăн, РФ Президенчĕн Хушăвĕпе килĕшÿллĕн, танк батальонĕн танк ротин танк взвочĕн командирне, гвардин аслă лейтенантне Владимир Петрович Сергеева Паттăрлăх орденĕпе /Орден Мужества\ наградăланă.

Ирина ДАНИЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Март 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
24 25 26 27 28 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Праздники

сегодня

Последние комментарии

Яндекс.Метрика