Кирек мĕнле халăхăн культури те ялта тымар илет тесе ахальтен каламаççĕ. Ялти культура çурчĕ — канмалли, вăхăта савăнăçлă ирттермелли вырăн кăна мар, вăл халăхăн творчествăлла пултарулăхне аталантаракан учреждени, ял çыннисен обществăлла пурнăçĕн центрĕ. Çавна шута илсе «Культура» наци проекчĕ шайĕнче республикăра çĕнĕ культура çурчĕсем хăпараççĕ, киввисене тĕпрен юсаса çĕнетеççĕ, культура учрежденийĕсене кирлĕ оборудованипе тивĕçтереççĕ.
Хальхи вăхăтра Вăрмар муниципаллă округĕнчи Ямпай ялĕнче те унта пурăнакан çынсем тахçантанпах кĕтекен пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕç пурнăçланать — çĕнĕ культура çурчĕн строительстви пырать. Унчченхи клуб, 1977 çулта хута кайнăскер, юрăхсăра тухнине, авариллĕ лару-тăрура пулнине кура унăн алăкĕ çинче темиçе çул пысăк çăра çакăнса тăнă. Ял халăхĕн пĕрле пухăнса ку е вăл мероприятине ирттерме нимĕнле вырăн та пулман.
Асăннă ыйтăва татса пама Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев хутшăннă. Çакăн пирки хаçат вулакансене хăй вăхăтĕнче çырса пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ. Чăваш Республикин строительствăпа архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕн пĕрремĕш заместителĕпе Владимир Максимовпа пĕрле вăл Ямпай ялне çитсе вырăнти лару-тăрупа паллашнă, клубăн кивĕ çуртне юсанин усси çуккине палăртнă, çĕнĕ культура çурчĕ тумалла тенĕ. Çапла 2022 çул вĕçĕнче Ямпай ялĕнче çĕнĕ культура çуртне тăвас ĕç хута кайнă. Ĕçсен пĕтĕмĕшле хакĕ 15 миллиона яхăн тенкĕпе танлашать.
Чи малтан подрядлă организаци, «АСТ-21» тулли мар яваплă общество, çĕр ĕçĕсене пурнăçласа çуртăн фундаменчĕ валли никĕс хатĕрленĕ. Малалла вара «Урмарская» коллективлă строительство организацийĕ» акционерлă общество ĕçе пуçăннă. Организаци ĕçченĕсем металран çуртăн кăшкарне хатĕрлесе пуçтарнă, стенисене хăпартса лартнă, металлочерепицăпа тăррине витнĕ, пластик чÿречесем те, алăксем те хăйсен вырăнĕнче.
Эпир кунти лару-тăрупа паллашма пынă кун строительсем культура çурчĕн маччине тăвассипе вăй хуратчĕç. «Паянхи кун тĕлне эпир кунта çичĕ çын ĕçлетпĕр. Халĕ шалти ĕçсене пурнăçлатпăр. Маччине туса пĕтерсен пÿлĕмсене уйăрса гипсокартонран пÿлмесем тума пуçлăпăр. Вентиляци тытăмне туса хăвармалла, фасадне металлосайдингпа хупламалла тата ытти те. Тар тăкмалли сахал мар, анчах та эпир планпа килĕшÿллĕн ĕлкĕрсе пыратпăр, материалсем пур, палăртнă вăхăт тĕлне ĕçсене вĕçлесшĕн», — пĕлтерчĕ строительсен ĕçне йĕркелесе пыракан Валерий Александрович Некрасов, организаци директорĕн заместителĕ. Çапла вара Ямпай ялĕнче культура çурчĕн строительстви кал-кал пырать. Ял халăхĕ çĕнĕ культура вучахĕ çăва тухнă çĕре хăйĕн алăкĕсене тараватлăн уçасса чăтăмсăррăн кĕтет.
Ирина ДАНИЛОВА