Чăваш Республикинче «Сывлăх патне утăм» çĕнетнĕ профилактика акцийĕ малалла пырать. «Единая Россия» партин «Сывă пуласлăх» проекчĕ пулăшнипе Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Олег Николаевăн пуçăравĕ çĕнĕ шая хăпарнă. Халĕ акцие икĕ направлени кĕрет — стационарлă «Сывлăх пункчĕсем» тата куçса çÿрекен «Сывлăх пуйăсĕсем».
«Ача-пăча тухтăрĕ» сывлăх пуйăсĕ» çула июнĕн 1-мĕшĕнче тухнă. Республикăри ертсе пыракан клиникăсен чи лайăх специалисчĕсем Улатăрта пулса кунта пурăнакан ачасен сывлăхне тĕрĕсленĕ. «Республикăри больницăсен специалисчĕсем эрнесерен тĕрлĕ муниципалитетсене тухса çÿресе çамрăк пациентсене йышăнĕç», — пĕлтернĕ Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ, «Сывă пуласлăх» проектăн обществăлла канашĕн председателĕ Лариса Тарасова.
Июнĕн 10-мĕшĕнче вара «Ача-пăча тухтăрĕ» сывлăх пуйăсĕ» Вăрмар округĕнче ĕçлерĕ. Специалистсем ачасене Вăрмар районĕнчи тĕп больницăра йышăнса консультацисем ирттерчĕç.
«Сывлăх пуйăсĕ» Вăрмар округĕнче пулнăшăн эпир питĕ савăнатпăр. Пирĕн патăмăрта невролог, эндокринолог, хирург, оториноларинголог, офтальмолог, дерматолог, стоматолог, кардиолог, гинеколог, ультрасасă диагностикин врачĕ ĕçлерĕç. Ачасене валли интереслĕ мастер-классем иртрĕç, вĕсене шăлсене тĕрĕс тасатма вĕрентрĕç, куç сывлăхне упрамаллине ăнлантарчĕç, сиплев физкультури енĕпе хаваслă занятисем пулчĕç», — тесе палăртрĕ Вăрмарти тĕп больницăн тĕп врачĕн ĕçĕсене пурнăçлаканĕ Александра Филиппова.
Вăрмар округĕнчи ачасем «Сывлăх пуйăсĕн» врачĕсем патне йышăнăва йышлăн килнĕ. Ашшĕ-амăшĕсенчен чылайăшĕ ачисене харăсах темиçе специалиста та кăтартнă.
«Пирĕн пата республикăран çакăн пек ăста специалистсем килни çав тери лайăх тесе шутлатăп. Ачасемпе çула тухса тухтăрсем патне хулана çÿресси хăш чухне чăрмавлă. Вĕсем пирĕн округа килнипе усă курса эпир те «Сывлăх пуйăсĕн» тухтăрĕсем патне йышăнăва килтĕмĕр. Ачана тĕрĕслерĕç, пĕтĕмпех лайăх ăнлантарчĕç, мĕнле сипленмеллине каларĕç», — тет Чулкас ялĕнчи Надежда Сорокина.
«Сывлăх патне утăм» проект «Вăрăм та хастар пурнăç» наци проекчĕн тĕллевĕсене пурнăçлассишĕн — республикăри кашни çын хăйĕн сывлăхне вăхăтра тĕрĕслеттерме пултартăр, нумай-нумай çул çирĕп вăй-халпа пурăнтăр тесе — ĕçлет, халăха профилактика тĕрĕслевĕсемпе тивĕçтерессине мала хурать.
Сывлăха тĕрĕслеттерсе тăни чир-чĕре вăхăтра, вăл палăрма пуçличченех тупса палăртма тата унран сывалма пулăшать, çавăнпа профилактика пĕлтерĕшĕ çав тери пысăк.
Ирина ДАНИЛОВА
http://gazeta1931.ru/urmary/15333-acha-p-cha-tukht-r-syvl-kh-puj-s-v-rmar-achisene-jysh-nch#sigProId85526524f9
