VoИртнĕ канмалли кунсенче Шупашкарта хула командисем тата муниципаллă округсен командисем хушшинче пляж волейболĕ /2х2\ енĕпе республикăри II фестиваль иртнĕ. Чи пултаруллă волейболистсен ятне илтессишĕн 2009 çулхи тата çамрăкрах хĕрсем тупăшнă.

Фестивале А.Ф. Федоров ячĕллĕ Вăрмарти спорт шкулĕ çумĕнчи «Урмарочка» команда та хутшăннă. Тренерĕ — Александра Теплова. Муниципаллă округсен командисем хушшинче вăрмарсем лайăх кăтартусемпе палăрнă.

Татьяна Николаева тата Анас­тасия Павлова 1-мĕш вырăна çĕнсе илнĕ. Кира Ильина тата Диана Васильева 2-мĕш вырăна тухнă. Карина Васильева тата Ульяна Павлова призлă вырăнтан пĕр утăмра чарăнса тăрса 4-мĕш вырăна йышăннă. Унччен маларах «Урмарочка» команда Мари Эл Респуб­ликинчи Медведево поселокĕнче иртнĕ турнира та хутшăннă. Ăмăртусем 2015 çулхи тата çамрăкрах волейболистсем хушшинче иртнĕ. Çивĕч тупăшура пирĕн «Урмарочка-2015» команда /сăн ÿкерчĕк çинче/ 1-мĕш вырăна тухнă. Командăри Анна Николаева вара чи лайăх вăйăçăн ятне тивĕçнĕ.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика