«Çемье» наци проекчĕ шайĕнче Вăрмарти халăха социаллă пулăшу кÿрекен комплекслă центрăн ватăсемпе инвалидсене пулăшупа тивĕçтерекен Арапуçĕнчи стационар уйрăмĕнче «Сывă пурнăç йĕрки» клубра скандинави утти енĕпе заняти иртнĕ. Мероприятине «Сывлăх патне 10 000 утăм» ят панă.
Скандинави утти аслă ăру çыннисем хушшинче анлă сарăлнă тата вĕсен сывлăхĕшĕн питĕ усăллă. Вăл мышцăсене çирĕплетет, чĕре ĕçне лайăхлатать тата вăй-хал кÿрет. Çакăн евĕр занятисем активлă пурнăç йĕркине тытса пыма пулăшаççĕ, çынсене пĕрлештереççĕ, пĕрлĕхпе тĕрев туйăмне вăратаççĕ.
Мероприяти унта хутшăнакансене çав тери килĕшнĕ. «Заняти туслă тата хавхалануллă лару-тăрура иртрĕ. Уçă сывлăшри кашни минут пире хускану — вăл пурнăç пулнине аса илтерсе тăчĕ. Активлă пулни, савăнăçлă кăмăл-туйăм нумай-нумай çул сывлăхлă пурăнма тата хастар пулма пулăшаççĕ», — палăртнă скандинави уттипе утма тухнă Валерий Федоровпа Василий Тушинский.
