Энтрияль ялĕнчи культура çуртĕнче çамрăк призывника — 19 çулхи Иван Ерукова — Раççей Çарĕн речĕсене ăсатассипе хумхануллă мероприяти иртрĕ.
Иван Энтрияль ялĕнче Надежда Станиславовнăпа Сергей Николаевич Еруковсен нумай ачаллă çемйинче çуралнă, ултă ачаран чи асли. Пултаруллă та тăрăшуллă яш сывă пурнăç йĕркипе, самбо спорчĕпе кăсăкланать, музыка инструменчĕсем те уншăн ют мар — аккордеонпа çав тери ăста калать. Вăл Пысăк Енккассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта 9 класс пĕтернĕ, унтан Шупашкарти экономикăпа технологи колледжĕнче «Право хуралĕн ĕçĕ» специальноçе вĕренсе кăçал диплом илнĕ. Халĕ ĕнтĕ салтак атти тăхăнма вăхăт çитнĕ, Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçне вăл ракета çарĕсенче пурнăçлĕ.
Энтриялĕнчи территори пайĕн начальникĕ Игорь Яковлев çамрăк каччăна ырă сăмахсем каласа çирĕп сывлăх, хăюлăх, салтак тивĕçне ăнăçуллă тата чыслăн пурнăçлама сунчĕ. Çавăн пекех Энтрияль ялĕнче пурăнакансем те ăшă сунăмсемпе тухса калаçрĕç, Ивана тăван тăрăхра тĕрĕс-тĕкел кĕтнине палăртрĕç, часрах çаврăнса çитме сунчĕç. Авалхи йăлапа салтак çине ырлăхпа хÿтлĕх символне — тĕрленĕ алшăлли çакса ячĕç, салтак служби çăмăл тата тивĕçлĕ шайра пултăр тесе каларĕç.
Марина ГАЛКИНА, Энтриялĕнчи культура çурчĕн заведующийĕ
