e5675937 1753 441e a8d3 d560cd92696a«Ниме вăл — халăх бюджечĕ, çавна май кунти проектсене халăх тĕллевлет. Çак проект пирĕн республикăн чăннипех те пысăк çитĕнĕвĕ. Пирĕн республикăра пулса иртекен улшăнусене халăх кĕтсе çеç лармасть, вăл тÿрремĕнех хăй те хутшăнать, укçи-тенкине те хывать, пĕрле пĕр чăмăрта ĕçлеме вăхăтне те тупать. Çакă уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ», - тесе палăртнă Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев. Чă­ваш Енре 1800 проекта пурнăçлама палăртнă. Вăрмар муниципаллă округĕнче вара кăçал 51 проекта /пурĕ 70 миллион тенке яхăн\ пурнăçа кĕртĕç. Сăмахран, Пысăк Енккассинче çак проекта хутшăнса пушар деповĕ хăпартма палăртаççĕ. Кĕлкешсем вара масара тимĕр алăк лартнă. Чупайсем пушар машини шыв илме пымашкăн пĕвене тасатаççĕ, çул-йĕре типтерлеççĕ. Округри кашни территори пайĕ активлă хутшăнать çак проекта. Хăш-пĕр территори пайĕсенче 6-7-шер проект пурнăçлаççĕ.

Палăртма кăмăллă: иртнĕ çул «Ниме — халăх бюджечĕ» проекта хутшăнса Патти ялĕнче пурăнакансем хăтлă культура çурчĕллĕ пулчĕç. Хуруй ялĕнче те çак ĕçе хастар хутшăнса капмар культура çурчĕ хăпартрĕç. Ĕçсем малалла пыраç­çĕ.

Зинаида Павлова

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Июнь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика