Хисеплĕ Вăрмар округĕн çыннисем!
Сире Раççей кунĕпе пĕтĕм чун-чĕререн саламлатпăр! Çак уяв Тăван çĕршыва юратакан, унăн ырлăхĕпе тăнăçлăхĕшĕн тăрăшакан кашни çыншăн хаклă. Тăван çĕршывăмăрăн хальхи пурнăçĕ тата малашлăхĕ пирĕнтен кашнийĕн ĕçĕнчен, пуçарулăхĕнчен килет. Пĕрле эпир унăн чапĕпе аслăлăхне ÿстерме, чи ырă ăнтăлусене пурнăçлама, экономикăпа социаллă сферăна кал-кал аталантарма пултарассинче, пĕтĕм пуçарура çитĕнÿсем тăвасси пирки пĕрре те иккĕленместпĕр. Уяв ячĕпе саламласа сире çирĕп сывлăх, телей, ăнăçу сунатпăр!
