Ипотекăн процент ставкин пайĕн компенсацине илме Чăваш Республикинчи ИТ-специалистсенчен июль уйăхĕн 1-мĕшĕнчен заявкăсем йышăнма тытăнаççĕ.

Компенсаци памалли йĕрке пирки Постанов­ле­нине Чăваш Республикин Министрсен Кабине­чĕн Председателĕ Сергей Артамонов алă пуснă. ИТ-специалистсене пулăшмалли çĕнĕ мерăна Чă­ваш Енре пуçласа хута янă. Çăмăллăхсем парассине «Единая Россия» партин «Цифровая Россия» проекчĕн регионти активисчĕсен пуçарăвĕпе йышăннă. Регионти çĕнĕ мерăна /кредит ставкин 3 проценчĕ/ аккредитациленнĕ ИТ—компанисен работникĕсем, çăмăллăхлă ипотекăна 2026 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен илнисем, тивĕçеççĕ. Тÿлеве кварталта пĕр хутчен параççĕ, услови — заемщикăн Чăваш Рес­публикинче пурăнмалла тата вырăнти ИТ—организацинче ĕçлемелле.

Заявленине июлĕн 15-мĕшĕччен «Чувашия онлайн» портал урлă памалла — 2026 çулхи I-мĕш тата II-мĕш кварталсемшĕн харăс. Республикăн Цифра министерстви заявкăсене 7 ĕç кунĕ хушшинче пăхса тухать.

ЧР Цифра министерстви

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика