Fu«Физкультурăпа спорт аталанăвĕ» патшалăх программи шайĕнче, Чăваш Респуб­ликинче патшалăх влаçĕпе вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен ĕçченĕсен XXIV-мĕш Спартакиади пынă май, мини-футбол енĕпе те ăмăртусем иртеççĕ. Çак кунсенче, акă, Вăрмар муниципаллă округĕнче мини-футбол енĕпе зонăри ăмăртусем иртнĕ.

Вăрмар поселокĕнчи тĕп стадионта хăйсен спортри пултарулăхне Вăрмар, Сĕнтĕр­вăрри, Муркаш тата Куславкка муниципаллă округĕсен администрацийĕсен командисем кăтартнă. Вăйăсен пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх, Вăрмар округĕн футболисчĕсем ытти командăсене çĕнтерсе чи лайăх кăтартупа финалти тапхăра тухма тивĕçнĕ. Иккĕмĕш вырăна — Муркаш округĕн команди, виççĕмĕш вырăна Сĕнтĕрвăрри округĕн команди йышăннă, Куславкка округĕн команди вара тăваттăмĕш вырăна тухнă.

Ентешĕмĕрсен командине çĕнтерÿпе саламлатпăр, финалта ăнăçу сунатпăр!

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Июнь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика