1350f4c5 4652 4c1c 892c e05aaecb907d«Эпĕ — Раççей çынни» программа шайĕнче Вăрмарти халăха социаллă пулăшу кÿрекен комп­лекслă центрăн çул çитмен ачасен социаллă реабилитацийĕпе диагностика уйрăмĕнче пат­риотла мероприятисем иртрĕç. Çитĕнекен ăрăва Тăван çĕршывпа мăнаçланма тата патшалăх историне хисеплеме хăнăхтарас тĕллевпе тематика занятийĕсем пулчĕç.

Раççей кунне халалласа «Манăн Аслă Раççей» темăпа патриотлăх сехетне йĕркелесе ирттернĕ. Занятинче ачасем пирĕн çĕршывăмăр, унăн культури, йăлисем, çитĕнĕвĕсем çинчен ытларах пĕлме, Тăван çĕршыва юратнине тата ăна парăннине палăртма пултарчĕç.

«Вăрçă тата Çĕнтерÿ ăрусен куçĕпе» тематика сехетĕнче ачасене пирĕн çĕршывăн паттăрлă историйĕпе паллаштартăмăр. Аслă Отечественнăй вăрçăри Çĕнтерĕвĕн пĕлтерĕшне ачасен туйăмĕсем, хумханăвĕсем, искусство произведенийĕсем, çырусем, асаилÿсем урлă уçса пама тăрăшрăмăр.

Хурлăхпа асаилÿ кунне халалланă «Вăрçăн пĕрремĕш кунĕ» паттăрлăх урокĕ те пулчĕ. Ăна Аслă Отечественнăй вăрçăн пуçламăшне, совет халăхĕн паттăр ĕçне историлле астă­вăмра хăварас, ачасене мир хаклăхне уçса парас тĕллевпе йĕркеленĕ.

Асăннă мероприятисем çитĕнекен ăрăва патриотла воспитани парас, çул çитмен ачасен гражданла позицине йĕркелес тĕлĕшпе Вăрмарти социаллă центрăн ĕçĕ-хĕлĕн пĕлтерешлĕ пайĕ пулса тăчĕç.

Ачасем хăйсем Раççейĕн чăн-чăн гражданинĕсем пулнине туллин туйса илчĕç, вăй пĕрлĕхре пулнине ăса хыв­рĕç.

Юлия СТЕПАНОВА, çемьепе ĕçлекен специалист

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Июнь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика