photo 2023 11 08 08 19 41Çемье — пире шăпа парнелекен чи хаклă пуянлăх. Атте-анне ăшшине туйса тулли çемьере çитĕнни мĕн тери пысăк телей. Ÿссе çитĕнсен те, мăшăрланса атте-анне пулса ача-пăча çитĕнтерни тата урăхларах телей. Çемье пире хамăршăн кăна мар, çумри çывăх çынсемшĕн — атте-аннешĕн, мăшăршăн, ачасемшĕн — тăрăшма хистекен вăйлă стимул. Çывăх çынсемпе йăлтах лайăх пулсан хамăра та аван туятпăр, мĕн те пулин япăххи килсе тухсан чĕре витĕр кăларса кулянатпăр вĕсемшĕн. Статистика кăтартăвĕсене илес пулсан та çемьеллĕ çынсен пурăнас кун-çулĕ вăрăмрах. Çемье пире çирĕп пулма, пурнăçри йывăрлăхсене парăнмасăр пурăнма хистекенĕ. Çемьерен хакли çук ...IMG 2427

Пирĕн Вăрмар округĕнче кашни ялтах маттур çемьесем пур. Акă Энтрияль ялне илес пулсан Еруковсен нумай ачаллă çемйине çитекенни çуках. Надежда Станиславовнăпа Сергей Николаевич Еруков­сем юратупа ăшăлăхра 6 ача çитĕнтереççĕ. Кашни ачи хăйне майлă пултаруллă, кашнин интересĕсене шута илсе тимлĕх уйăрма вăй-хал çитереççĕ вĕсемшĕн ашшĕпе амăшĕ. Чи асли Ваня 16 çулта, Татьяна 15 çулта, Аня 12 çулта, Даниил 10 çулта, Александр 6 çулта, Арсений 3 çулта.

IMG 2430Пĕлтĕр декабрь уйăхĕнче ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев Еруковсене «Ашшĕ-амăшĕн мухтавĕ» орден медалĕпе наградăласа чысланă. Ваня Шупашкарти экономикăпа технологи колледжĕнче 2-мĕш курсра «Право хуралĕн ĕçĕ-хĕлĕ» специальноçпе вĕренет. Таньăпа Аня, Даниил виççĕшĕ те Пысăк Енккасси ялĕн­чи вăтам шкулта ăс пухаççĕ, Даниил отличник. Кĕçĕннисем Александрпа Арсений ялти ача садне çÿреççĕ. Пур енлĕн аталанса ÿсеççĕ ачасем, çав вăхăтрах килте йăлтах тап-таса чăваш чĕлхипе калаçаççĕ. Пурте вĕсем, Александрпа Арсенийсăр пуçне, Арапуçĕнчи «Степ» ташă студине ташлама çÿреççĕ, тĕрлĕ ăмăртусене хутшăнаççĕ. Ваня хулана вĕренме кайсан кăна чарăннă ташă ушкăнне çÿреме. Шкулта вĕреннĕ вăхăтра «Степсăр» пуçне вăл Вăрмарти ÿнер шкулĕнчен аккордеонпа калама вĕренсе тухнă /çăмăллăнах чăваш ташши ташлаттарма пултарать халĕ хăнасем килсен\, самбо секцине çÿресе тĕрлĕ ăмăртусене хутшăнса чылай çитĕнÿсем тунă. Унăн пухмачĕнче самбо енĕпе кĕрешсе, йĕлтĕрпе чупса, футболла выляса, аккордеонпа каласа, ташласа пухăннă 30 ытла медаль, вĕсем пурте килте курăнмалли çĕрте çакăнса тăраççĕ. Мускав шайĕнче аккордеонпа каламалли конкурса хутшăнса пĕрремĕш вырăн йышăннă, Чăваш Енре 2021 çулта самбо енĕпе кĕрешсе мала тухассишĕн иртнĕ ăмăртура çĕнтернĕ вăл. Татьяна вара «Степ» ташă ушкăнне ташлама çÿрет, çав тери ăста хусканусем тума вĕренсе çитнĕ илемлĕ хĕрача. Ташă конкурсне хутшăнса видеоролик ÿкерсе ярса панă Мускава, 3-мĕш вырăн çĕнсе илнĕ вăл унта хутшăнса. Татьяна та Вăрмарти ÿнер шкулĕнчен хорта юрлассипе вĕренсе тухнă.

photo 2023 11 08 08 20 33Аня вара чăн-чăн самбистка, пĕр кĕрешÿрен те çĕнтермесĕр таврăнмасть темелле, арçын ачасене те парăнтарма пултарать. Унăн 12 медалĕ те стена çинче курăнмалли вырăнта килте. 2022 çулта Чăваш Енре самбо енĕпе мала тухассишĕн иртнĕ ăмăртура пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ, Чĕм­пĕр хулинчи чемпионатра та çĕнтернĕ. Çĕнтерÿсем чылай унăн. Даниилпа Аня иккĕшĕ те самбо секцине çÿреççĕ, Вăрмарти ÿнер шкулĕнче вĕренеç­çĕ хальхи вăхăтра. 6 çулхи Александр ÿкерме юратать. Надежда Станиславовна хăй те «Степ» ташă ушкăнĕнче ташлать. Энтрияль ялĕ Вăрмар поселокĕнчен çывăх та мар, апла пулин те Надежда Станиславовнăпа Сергей Николаевич ятарласа ачисемшĕн кунне темиçе хутчен поселока килсе çÿреме вăхăтне те, кăмăлне те тупаççĕ. Паллах, ачисем çитĕнÿсем туса пыни вĕсене хавхалантарсах тăрать. Иккĕшĕ те вĕсем çăмăл машинăпа çÿреççĕ. Еруковсем — предпринимательсем, тăван ялта икĕ лавкка тытаççĕ, суту-илÿпе ĕçлеççĕ.

photo 2023 11 08 08 20 252006 çулта паллашса çемье çавăраççĕ çамрăксем, çав çулах пĕрремĕш лавккине ĕçлеттерме пуç­лаççĕ, мăшăрне хисеплесе ăна «Надежда» ят параççĕ. Малтанах суту-илÿ киоскĕ туяннă пулнă, унтан хăйсемех лавкка туса лартнă. Надежда Шупашкарти коопераци техникумĕнчен бухгалтера, ун хыççăн за­оч­но Шупашкарти коопераци институтĕнчен экономиста вĕренсе тухнă. Лавк­кара та сутуçă пулса хăйех ĕçлет. Çемье пуçлăхĕ Сергей Николаевич Иваново хулинчи пĕр техникумран электротехнике вĕренсе тухнă. Паянхи кун иккĕшĕ те пĕрле ĕçлеççĕ. Йышлă çемье хăйсен вăйĕпе туса лартнă икĕ хутлă пысăк çуртра пурăнать. Надежда Станиславовнан тă­ван килĕпе хирĕçех çĕнĕ çурт хăпартса лартнă Еруковсем. 2011 çултанпа пурăнаççĕ унта. «Ялта строительство ĕçĕсем нихăçан та пĕтмеççĕ, яланах мĕн те пулин тумалла», - тет Надежда Станиславовна.

Çапла ачисен пуласлăхĕшĕн, вĕсен интересĕсене шута илсе, çитĕнĕвĕсемпе савăнса çутă пурнăçĕшĕн килĕшÿпе юратура, шăкăл-шăкăл пурăнаççĕ Еруковсем.

«Çемье – хавхалану çăлкуçĕ» проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин гранчĕпе пурнăçланать. Кăларăма проект авторĕ Эвелина Михайлова хатĕрленĕ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 29 30 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика