004Ĕнер Вăрмар районне ĕçлĕ визитпа Чăваш Республикинчи Ачасен прависене хÿтĕлессипе ĕçлекен Уполномоченнăйĕ Елена Владимировна Сапаркина килнĕ.

Елена Владимировнăн ĕç кунĕ Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕпе А.Васильевпа тĕл пулнинчен пуçланчĕ. Унтан вăл райадминистрацин опекăпа попечительство секторĕн, районти çул çитмен ачасемпе тата вĕсен прависене хÿтĕлессипе ĕçлекен комисси специалисчĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕ. Райадминистрацин опекăпа попечительство секторĕн заведующийĕпе Н.Борисовăпа тата райадминистрацин çул çитмен ачасемпе ĕçлекен секторăн заведующийĕпе Л.Павловăпа /ÿкерчĕк çинче\ асăннă уйрăмсен ĕçне, çул çитмен ачасемпе тата вĕсен прависене хÿтĕлессипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе яврĕç, пурнăçра йывăр лару-тăрăва кĕрсе ÿкнĕ çемьесем пирки те калаçу пулнă.

Малалла Е.Сапаркина Вăрмар район администрацийĕн ларусен залĕнче граждансене вĕсене канăçсăрлантаракан ыйтусемпе йышăнчĕ. Кунта килнĕ çынсен ыйтăвĕсем тĕрлĕрен пулчĕç — ытларах ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр юлнă ачасен, сусăр ачасен пурнăç пахалăхне лайăхлатасси, вĕсен прависене саккунпа килĕшÿллĕн хÿтĕлесси пирки тата ытти те. Кашнин валлиех Е.Сапаркина тивĕçлĕ хурав тупма пултарчĕ. Камăн-камăн ыйтăвне çийĕнчех уçăмлатма май килмерĕ — вĕсемпе çыхăну тытса çитес вăхăтра май килнĕ таран пулăшма шантарчĕ. Елена Владимировнăпа пĕрле райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин управленийĕн начальникĕ Н.Иванова, райадминистрацин опекăпа попечительство секторĕн заведующийĕ Н.Борисова, ЧР Ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министерствин «Вăрмарти халăхăн социаллă ыйтăвĕсене тивĕçтерекен комплекслă центр» ЧР бюджет учрежденийĕн директорĕ Ж.Дмитриева, ЧР Ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министерствин «Социаллă пулăшу кÿрекен центр» хысна учрежденийĕн Вăрмар районĕнчи халăха социаллă пулăшу кÿрекен уйрăмĕн начальникĕ Т.Семенова, районти тĕп больницăри врач-педиатр Л.Чупракова, Чăваш Республикинчи Ачасен прависене хÿтĕлессипе ĕçлекен Уполномоченнăйĕн Вăрмар районĕнчи пулăшуçи, «Вăрмар пасарĕ» МУП директорĕ О.Иванов та йышăнăва килнĕ çынсен ыйтăвĕсене татса пама пулăшрĕç.

Паллах, вырăна çитсе курнинчех лайăххи çук. Елена Владимировна та районти хăш-пĕр вĕрентÿ учрежденийĕсене, унтан ЧР ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министерствин «Вăрмарти халăхăн социаллă ыйтăвĕсене тивĕçтерекен комплекслă центр» ЧР бюджет учрежденийĕн ачасемпе çемьене пулăшу кÿрекен уйрăмне çул тытнă, вĕсенче лару-тăрупа тĕплĕн паллашнă.

Юлашкинчен райадминистрацин ларусен залĕнче çул çитмен ачасемпе ĕçлекен комиссин анлă ларăвĕ иртнĕ. Унта профилактика субъекчĕсем çул çитмен ачасен прависене хÿтĕлессипе епле ĕçсем тунине, ра­йон территорийĕнче çул çитмен ачасем саккуна пăснипе çыхăннă ыйтусене пăхса тухнă, ачасем ашшĕ-амă­шĕн хÿтлĕхĕсĕр юлассине профилактикăлас ĕçсем пирки, çитĕнсе пыракан ăрăва сывă пурнăç йĕркин пĕл­терĕшне пропагандăласси пирки калаçнă, ĕçкунне пĕтĕмлетнĕ.

И.ДАНИЛОВА.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика