«АгроРесурсы» тулли мар яваплă общество «симĕс ылтăнран» тăтăшах ылтăн медальлĕ пулнине «Хĕрлĕ ялав» хаçатра пĕрре кăна мар çырнă. Кăçал та вĕсем Мускавра иртнĕ «Золотая осень» куравран ылтăн медальпе таврăннă.
Район территорийĕнче пĕтĕмпе хăмла плантацийĕ 38 гектар йышăнать, çав шутра çимĕç параканни 30 гектар. Тин çеç лартнă çамрăк хунавсем 2 гектар çинче ешереççĕ. Хăмла плантацийĕсем пĕр çĕрте кăна мар, вĕсем районти тĕрлĕрен ялсенче: Çĕнĕ Вĕренерте - 6 гектар çинче, Кавалта - 4, Мăнçырмара 12 гектар тата Кĕтеснерте 8 гектар çинче хăмла туса илеççĕ. Сăмах май каласан, Кĕтеснерте тепĕр 2 гектар çинче çамрăк хунавсем лартса хăварнă. Татнă хăмлана Мăнçырма ялĕнчи хăмла типĕтекен агрегат витĕр кăларса кондицие çитереççĕ те «АгроРесурсы» тулли мар яваплă обществăн тĕп территорийĕнче пресласа гранулăсем тăваççĕ. Кун пек туни малаллахи ĕçсене çăмăллатать. Туса илнĕ хăмла калăпăшĕ чылай пĕчĕкленет, унта-кунта илсе кайнă чухне тыткалама та меллĕ. Гранулăсене Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕсенчи хулисене вырнаçтараççĕ. «Хăмлана мĕн авалтанах тупăшлă культурăсен шутне кĕртнĕ. Анчах та ăна туса илнĕ чухне нумай чăрмавсене çĕнтерсе пымаллине пурте пĕлеççĕ пулĕ. Çамрăк хунавсене лартсанах тĕрлĕрен хурт-кăпшанкăсем тапăнаççĕ, вĕсенчен сыхланмалла. Çимĕç параканнисене те хăмла чăмăртанса çитиччен чир-чĕрсемпе хурт-кăпшанкăсем асаплантараççĕ. Çавăнпа та вĕсене асăрхасах тăмалла. Пирĕн специалистсем ку енĕпе вичкĕн куçлă, агротехника требованийĕсене пĕтĕмпех пурнăçласа пыратпăр. Им-çамсем туянса вĕсемпе вăхăтра усă куратпăр. Çавăнпа та тухăçĕ те, пахалăхĕ те кашни çулах савăнтарать темелле. Кăçал пĕтĕмпе 45600 килограмм хăмла пухса илнĕ. Пĕр гектар çĕр пуçне шутласан 15,2 центнер «симĕс ылтăн» тухрĕ. Эпир туса илнĕ продукцинче хими компоненчĕсем тата генотипне искусствăлла улăштарнă организмсем /ГМО\ çук. Хăмла туса илнĕ çĕрте технологи процесне çирĕп пăхăнса пынипе унăн хăйхаклăхне чакарса пыратпăр. Çакăн пек ĕçлени конкурентлăха та çĕнтерме пулăшать. Ĕçе кадрсем татса параççĕ тенĕ пек, çак ĕçе пĕтĕмпех кунта вăй хуракансем пурнăçлаççĕ. Вĕсем пурте питĕ тăрăшуллă. Коллективра нумайăн та ĕçлеместпĕр, çав вăхăтрах пысăк ĕç тăватпăр тесен пĕрре те йăнăшмастăп. Ахальтен мар ĕнтĕ тăтăшах Раççей шайĕнчи конкурссене хутшăнса ылтăн медале тивĕçетпĕр. Кăçал та «Московский ранний» сортлă грануллă хăмлапа Мускавра иртнĕ «Золотая осень» куравран ылтăн медаль илсе килтĕмĕр. Пирĕншĕн çакă черетлĕ пысăк çитĕнÿ пулчĕ», - терĕ «АгроРесурсы тулли мар яваплă обществăн директорĕ С.Дмитриев.
Вĕсем предприятинче çулсерен техника паркне те пуянлатсах пыраççĕ. Акă кăçал хамăр республикăра туса кăларнă хăмла татса тирпейлекен агрегат туяннă. Кунта малтанхи çулсенчи пек ĕçе алă вĕççĕн пурнăçламаççĕ, пĕтĕмпех механизациленĕ, хальхи йышши техникăпа усă кураççĕ. Кĕркунне хăмлана татса тирпейленĕ хыççăн йăрансем хушшине Т—54В гусеницăллă тракторпа сухаласа хăвараççĕ. Хăмла юписене юсаса пралукĕсене хытарассине, çуркунне культиваци туса хăмлан тĕп тымарĕсене касассине, шпалерсене çакассине тата ытти ĕçсене те ятарлă техникăпа усă курса пурнăçлаççĕ. Машинăпа трактор паркне çĕнетнипе пĕрлех предприятинче хăмла пуçтаракан виçĕ комбайн, Чехинче туса кăларнă хăмла типĕтекен агрегат, хăмлана пресласа гранула тăвакан комплекс ĕçлет. Предприяти Раççейри сăра вĕретекен тата фармаци компанийĕсемпе, кондитер изделийĕсем хатĕрлекен тата çăкăр пĕçерекен заводсемпе тачă çыхăнса ĕçлет. «АгроРесурсы» тулли мар яваплă обществăн продукцине туянас текенсем те йышлă. Çавăнпа та предприяти аталану çулĕ çинче çирĕп тăрать.
А.НИКОЛАЕВА.