IMG 3262Ноябрĕн 10-мĕшĕнче РФ Шалти ĕçсен органĕсен сотрудникĕсем хăйсен професси уявне — Полици кунне — паллă тăваççĕ.

2011 çулччен çак уяв Милици кунĕ ятпа паллă пулнă. Хăшĕ-пĕрисемшĕн çак таранчченех «милици» сăмах çывăхрах пулĕ. Анчах та епле пулсан та, ячĕ улшăннă пулин те, шалти ĕçсен органĕсенче вăй хуракансен çирĕплĕхĕ, кăмăл-сипет енĕсем, йĕркене пăхăнни çавсемех. Полицире пур çын та ĕçлеймест. Çак професси çыннисен чăтăмлă, яваплă, сывлăх тĕлĕшĕнчен çирĕп пулмалла, кирек епле лару-тăрура та çухалса каймасăр харпăр хăйне тытма пĕлмелле, кирлĕ чухне çын пурнăçне те çăлмалла. Йĕрке хуралĕнче ĕçлекенсен талăкăн хуть те хăш вăхăтĕнче те кĕтмен эк­стремаллă лару-тăрăва хатĕр пулмалла. Преступленисен ытларах пайĕ шăпах çĕрле пулса иртет вĕт. Полицире тÿрĕ кăмăллă, профессине чунтан парăннă çынсем ĕçлеççĕ. Вĕсенчен пĕри вăл РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи «Урмарский» уйрăмĕнче чылай çул ĕçлекен Сергей Геннадьевич Казаков /ÿкерчĕк çинче\. Сергей Геннадьевич преступниксене, айăпланакансене йышăнса вăхăтлăха усракан изолятор начальникĕ. Вырăсла каласан «начальник изолятора временного содержания» пулать. Изоляторта тытса тăракан преступниксене, айăпланакансене, преступлени тума пултарнă çынсене пăхса тăрассине, судпа айăпланнисене конвойпа тĕрмене илсе каяссине йĕркелесе тăрать.

С.Казаков Мăнçырмари вăтам шкултан вĕренсе тухсан ДОСААФ автошкулĕнче вĕренет. Кĕçех водитель правине илнĕ çамрăк каччăна тăванĕсем çар службине ăсатса яраççĕ. Çулталăк çурă Пермь облаçĕнче шалти çарсенче службăра пулать Сергей. Çар тивĕçне пурнăçланă май вăл службăри шырав ĕçĕсене пурнăçлакан йытăсен инструкторĕ, тепĕр майлă каласан кинолог пулать. Службăран таврăнсан 1994 çултан пуçласа шăпах районти шалти ĕçсен пайĕнче кинолог пулса вăй хума тытăнать. Ĕçленĕ вăхăтрах РФ ШĔМĕн Чулхулари академийĕн Шупашкарти филиалĕнче заочно вĕренсе «право йĕркин хуралĕ» специальноçпе аслă юридици пĕлĕвне илет. Сергей Геннадьевичăн пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 25 çул. «За отличие в службе» медалĕн виçĕ тĕрлĕ степеньне те тивĕçнĕ вăл, полици майорĕ. С.Казаков çемьеллĕ, мăшăрĕпе икĕ ачана кун çути парнеленĕ.

Вăтамран илес пулсассăн районти полици уйрăмне талăкне йĕрке пăсни çинчен калакан 9 яхăн пĕлтерÿ килет. Çулталăкăн вăхăчĕсене илес пулсассăн преступ­ленисен ытларах пайĕ çулла, эрнери кунсене илес пулсассăн эрнекун пулса иртеççĕ. 2018 çулхи 10 уйăхра 171 преступлени шута илнĕ, пĕлтĕрхи çак вăхăтра — 192. Регистрациленĕ преступленисен 88,7 процентне уçса палăртнă, пĕлтĕрхи çак вăхăтра — 87,4 процент. Пирĕн районта вырнаçнă полици уйрăмĕ пур кăтартусемпе те республикăри 17 уйрăм хушшинче 9-мĕш вырăнта, преступленисене уçса палăртассипе 4-мĕш вырăнта.

Паянхи кун РФ ШĔМĕн Тăвай тата Вăрмар ра­йонĕсене пĕрлештерсе тăракан «Урмарский» уйрăмра 89 сотрудник вăй хурать. Апла пулин те кадрсем çитмеççĕ. Полици ĕçченĕ пулма хатĕр 18-35 çулсенчи сыв­лăх тĕлĕшĕнчен юрăхлă каччăсемпе арçынсене кунта йышăнма хатĕр.

Э.МИХАЙЛОВА.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика