Вăйлă, илемлĕ, хăюллă

FitnesВăйлă, спортпа туслă, илемлĕ тата хăюллă — ку вăл пĕтĕмпех пирĕн спорт­сменсем пирки. Çак девизпа октябрь уйăхĕн 1-5-мĕшĕсенче Раççейре фитнес-аэробика енĕпе масштаблă ăмăртусем — çĕршыври фитнес-аэробика Федерацийĕн Раççей шайĕнчи ăмăртăвĕсем тата Раççей Кубокĕн II-мĕш тап­хăрĕ — иртрĕç.

Мероприяти чăннипех те спортпа вăй-хăват тата граци праçникĕ пулчĕ. Унта çĕршывăн тĕрлĕ регионĕнчен чи лайăх спортсменсем пухăнса чи вăйлисен званийĕшĕн тупăшрĕç. Ăмăртусем чылай спортсменшăн пысăк пĕлтерĕш­лĕ пулчĕç, çав шутра пирĕн ентешсемшĕн те — Вăрмар поселокĕнчен хутшăннă командăшăн.

Вăрмарсем Чăваш Республикин чысне тивĕçлĕн хÿтĕлерĕç. «Степ-аэробика дуэт» дисциплинăра 14-17 çулсенчисем хушшинче пирĕн «Чĕре çемми» команда 3-мĕш вырăн йышăнчĕ. Командăра Алиса Андреева тата Екатерина Иванова пулчĕç.

Çавăн пекех «степ-аэробика дуэт» дисциплинăра 10-13 çулсенчисем хушшинче Сабина Батыршина тата Серафима Сергеева хăйсен пултарулăхне çÿллĕ шайра кăтартрĕç.

Надежда ДАВЫДОВА, А.Ф.Федоров ячĕллĕ Вăрмарти спорт шкулĕн фитнес-аэробика уйрăмĕн тренерĕ

 

Çĕнтерÿ пьедесталĕ çинче — пирĕн самбист

Erukova

Çак кунсенче Сызрань хулинче Елена Тарасова тата Оксана Танцюра тĕнче класлă спорт мастерĕсен парнисене çĕнсе илессишĕн хĕрсем хушшинче самбо енĕпе Пĕтĕм Раççей шайĕн­чи ăмăртусем иртрĕç.

Спортри пултарулăх шайне кăтартас тата хăйсен категорийĕсенче чи вăйлисене палăртас тĕллевпе «Надежда» физкультура тата сывлăха çирĕп­летмелли комплексăн тĕп залĕнче Раççейри 25 регионăн самбисчĕсем тĕл пулчĕç.

Ăмăртусене А.Ф.Федоров ячĕллĕ Вăрмарти спорт шкулĕнчи самбо уйрăмĕн воспитанникĕсем те хутшăнчĕç. Ăнăçлă тактикăпа усă курса пирĕн çамрăк ентешĕмĕр Анна Ерукова çĕнтерÿ пьедесталĕ çине хăпарма тивĕçрĕ. Хĕрача 44 килограмм таякан самбистсем хушшинче 1-мĕш вырăна тухрĕ. Унăн тренерĕ — Иван Николаевич Никитин.

14 çулти Анна Ерукова Вăрмарти спорт шкулĕнчи самбо уйрăмне пĕчĕкренех çÿрет, самбо енĕпе пултарулăхне хастаррăн туптать, тăтăшах тĕрлĕ ăмăртусене хутшăнса малти вырăнсене йышăнать. Малашне те вăл пире спортри çĕнтерĕвĕсемпе савăнтарасса шанатпăр.

Иван НИКИТИН, А.Ф.Федоров ячĕллĕ Вăрмарти спорт шкулĕн самбо уйрăмĕн тренерĕ 

 

Наркомани авăрĕ тĕпсĕр те хăрушă

Наркотик çын пурнăçĕпе сывлăхĕ, психики çине усал витĕм кÿнине пурте пĕлеççĕ, анчах мĕншĕн-ха çынсем çав-çавах наркомани авăрне кĕрсе каяççĕ?

Çул çитмен ачасен наркоманийĕ пирки калас пулсан, вĕсем наркотике йывăрлăхсенчен тарса пытанас, хăйпе пĕр çулхисенчен тĕслĕх илес, шалти тĕр­лĕ шухăш-туйăмсенчен хăтăлас, ушкăнри ытти ачасем пек пулас тĕллевпе, «çук» тесе калама пĕлменнипе, çавăн пекех ашшĕ-амăшĕ ăнланманнипе е хăйне хăй пысăк çын пек кăтартас тенипе те тутанса пăхаççĕ. Пушă вăхăт нумай пулни, интерес е хобби пулманни те лару-тăрăва начарлатать.

Çамрăк çынсене вара çĕнĕлĕх илĕртет, эксперимент туса пăхас килет. Анчах эксперименчĕ часах вĕçленет пулин те, наркомани чирĕ çынна хăйĕн аллине ярса илет. Наркотике темиçе хутчен тутанса курнă хыççăн унран хăтăлма çав тери йывăр. Çын кĕске вăхăтрах наркотик тарçи пулса тăрать, унăн пĕр тĕллев кăна — наркотик шыраса тупасси, унсăрăн вăл ниçта кайса кĕрейми асапланать.

Наркотик йывăрлăхсенчен, чун ыратăвĕнчен пытанма, пĕчченлĕхрен тарма пулăшать пек туйăнать. Анчах ку вăл вăхăтлăх кăна, кĕске тапхăртах çын наркотик серепине лекет те унран хăтăлаймасть. Юлташсен ушкăнĕнче ыттисем пек пулас килни те çак пысăк инкек патне илсе çитерме пултарать.

Çын наркотиксемпе усă курнине мĕнле пĕлме пулать-ха? Наркотик тутаннă çыннăн куç шăрçин диаметрĕ улшăнать, ку пулăм тавралăхра çутă е тĕттĕм пулнипе çыхăнса тăмасть. Çын мĕн каланине ăнлама çук, вăл тайкаланса утать, çав вăхăтрах унран эрех шăрши килмест. Венăсен тĕлĕнче инъекци тунă кăвак вырăнсем пур. Унăн юлташĕсем хăйсене ăнланмалла мар хăйне евĕрлĕ тыткалаççĕ. Çын сÿрĕк, унăн ни­мĕн­ле интерес те çук, вăл шăрчăкланма, тарăхса çÿреме пултарать, е пачах та урăхла — ытлашши лăпкă, никампа та калаçмасть. Унăн ÿчĕ тĕксĕмленет, куç айĕ тăртăнса тăрать.

Ашшĕ-амăшĕн укçи-тенки сăлтавсăрах хăвăрт пĕтсе пыни те çул çитмен ача наркотик тутанма пуçланипе çыхăнма пултарнă. Наркотик çынна депрессие кĕртсе ярать. Унăн куçне темĕн те курăнма тытăнать. Вăл хăвăрт ывăнать, суйма, улталама вĕренет, доза шыраса преступлени çулĕ çине тăрать. Ĕç те, вĕренÿ те, çемье те уншăн ниме те пĕлтермеççĕ. Ăс-тăнĕ чаксах пынă май деменци чирĕ пуçланать.

Çын наркотик серепине лексен мĕн тумалла тата ăна мĕнле пулăшмалла? Ăна укçа пама пăрахмалла тата хаклă япаласене вăрласа тухма чармалла. Вĕсене сутса вăл наркотик туянма пултарать. Çын наркотик туянма укçа ăçтан тупнине, вăл мĕнле наркотикпе тата хăçантанпа усă курнине, камсемпе пĕрле пулнине ыйтса пĕлĕр.

Наркомансем суйма пĕлеççĕ, эмел, кĕнеке туянма укçа кирлĕ тесе улталаççĕ, хăйсене чирленĕ пек кăтартаççĕ, вилессипе хăратаççĕ.

Наркомани чирĕпе чирленĕ çынпа шанăçлă хутшăну тытма тăрăшмалла. Ăна вăрçсан вăл калаçма пăрахать, сипленме килĕшмесен те пултарать. Калаçнă вăхăтра вĕриленсе, усалланса кайни те пулать.

Спецалист пулăшăвĕсĕр наркотикрен хăтăлма çав тери йывăр, усăсăр тата сывлăхшăн хăрушă. Наркомансем йывăр наркотике çăмăлтараххипе улăштарса та пăхаççĕ, анчах кăлăхах. Çавăнпа наркоманипе чирлĕ çынна нарколог патне кайма ÿкĕтлемелле. Специалистран пулăшу ыйтма хăрамалла мар. Май килнĕ таран маларах сипленме пуçлани пурнăçа çăлса хăварма пулăшать.

Вячеслав СЕМЕНОВ, Вăрмарти тĕп больницăн психиатр-наркологĕ

 «Сывă пурнăç йĕрки – модăра» проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин гранчĕпе пурнăçланать. Кăларăма проект авторĕ Ирина ДАНИЛОВА хатĕрленĕ.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика