Çак мероприятие «Единая Россия» партин «Крепкая семья» проекчĕ пулăшнипе йĕркеленĕ. Культура çуртĕнче округри пур ял тăрăхĕнчен те маскировка сеткисем çыхаканĕсем, СВО волонтерĕсем пуçтарăнчĕç. Чылайăн вĕсем пирĕн, зал лăк тулли, ларма та вырăн çитмест!
Волонтерсем умĕнче чи малтан Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев тухса калаçрĕ, тылпа фронт хушшинчи çыхăнăва тытса тăма пулăшнăшăн, хăйсен ăшшине салтаксем валли хĕрхенменшĕн чун-чĕререн тав турĕ. «Çар задачине пурнăçлама çапăçу хирне кĕрекен кашни арçын сирĕн ăшша, эсир пулăшнине туйса тăрать, çакă пирĕн хÿтĕлевçĕсене вăй-хал парать. Нашлемниксем, блиндаж çуртисем, маскировка сеткисем, нускисем тата ыттине те хатĕрлесе фронта çитерсе паратăр. Тылсăр пĕр вăрçăра та çĕнтереймен. Халăх вăрçăран ывăнни палăрать. Тăван çĕршыва парăннăшăн, чун ăшшишĕн, пархатарлă ĕçшĕн тайма пуç сире пурне те! Çĕнтерÿ пирĕн енче пулатех», - терĕ Василий Шигильдеев пуç тайса.
Вăрмар волонтерĕсем умĕнче Мăнçырмари Тихвински Турамăш турăшĕ ячĕллĕ чиркÿ настоятелĕ Леонид Ермолаев протоиерей сăмах илчĕ. «СВО пире пурне те пĕрле пуçтарчĕ. Малтан палламан, калаçса курман çынсем халĕ пĕр йышра, ырă ĕç тума, салтаксене пулăшма тăтăшах пĕрле пуçтарăнаççĕ. Йывăрлăх пĕрлештерет, çывăхлатать. Алăри 5 пÿрне пĕрле пулсан пĕр чăмăр пулать, ку чăмăрпа вара çĕнтерме пулать. Малтан сăх-сăхса курман ачасем халĕ Украинăра тăтăшах Турă ятне аса илеççĕ, кĕл тăваççĕ, кунта килсен вара тĕлĕнмелле вăй пулăшнипе вилĕмрен хăтăлса юлнине каласа параççĕ. 4 çул иртрĕ, салтаксем ывăнса çитнĕ. Хĕрарăмсем чылайăшĕ сетка çыхнă вăхăтра кĕлĕ вулаççĕ, сеткăсем çумне 90-мĕш псалом çирĕплетеççĕ. Гуманитари пулăшăвĕпе аякри çула тухакансем уйрăмах пысăк тава тивĕç. СВО пуçлансанах малтан Украинăна хăйсем тĕллĕн мĕнле каймаллине те пĕлмен. Халĕ лайăх вĕренсе çитнĕ, паянхи кун та çÿреççĕ унта. Пĕрле пулсан Çĕнтерÿ пулатех. Турă пиллетĕр салтаксене!», - терĕ Леонид атте хăйĕн сăмахĕнче. Леонид атте кашни ытларикун 16.00 сехетре Мăнçырмари чиркÿре салтаксен ячĕпе Федор Ушаковăн турăшĕпе çĕрмен ÿчĕ умĕнче кĕлĕ вуланине каларĕ. Федор Ушаков адмирала святойсен йышне кĕртнĕ. Вăл пĕр çапăçура та выляса ярса курман, унăн пĕр салтакĕ те плена лекмен.
Вăрмар волонтерĕсене чыслама Вăрçă, ĕç, Хĕç-пăшаллă вăйсен тата право хуралĕн органĕсен ветеранĕсен Чăваш Енри организацийĕн председателĕ Генрих Васильев та килсе çитнĕ. Фронта пулăшас ĕçре активлăх кăтартнăшăн Кивĕ Вăрмарти вăтам шкул директорне Сергей Николаевич Антонова «За вклад в Победу в специальной военной операции» медаль парса чысларĕ. Сергей Николаевич çак медаль унăн кăна мар, коллективăн пĕрлехи ĕçĕн награди пулнине палăртрĕ, тав турĕ. Пирĕн округра сетка çыхакан 16 точка, вĕсене тав туса кашнин представительне Хисеп грамотисемпе Тав хучĕсемпе палăртрĕç. СВО зонине гуманитари пулăшăвне çитерсе тăракан волонтерсене те наградăсемпе чысларĕç.
Вăрмар округĕнчи ветерансен канашĕн председателĕ Людмила Голубева поселокра сетка çыхас ĕçе йĕркелесе кайни çинчен аса илсе каласа пачĕ. «Пирĕн халăх йывăрлăхра пĕрлешет, вăйланать. Сетка çыхакансене, хăйсен пурнăçне хăрушлăха кĕртсе техникăна, гумпулăшăва салтаксем патне çитерсе паракан волонтерсене пысăк тав! Вăрçăн отпуск та, каникул та çук, çавăнпа та пĕр чарăнмасăр малаллах пулăшмалла», - терĕ Людмила Николаевна.
Сетка çыхас ĕçе районта йĕркелесе ярас ĕç пуçламăшĕнчех тăракан Вера Енькова предприниматель сăмах илчĕ: «Пурте пĕрле эпир чĕре хушнипе пĕр команда пулса тылра тăрăшакансем, эпир — пысăк гуманитари чăмăрĕ. Эпир ахаль сетка кăна çыхмастпăр, ку вăл пирĕн салтаксене тата техникăна хÿтĕлекен чăн-чăн хĕç-пăшал вырăнĕнчех. Эпир округри чылай ял тăрăхне ĕç майне вĕрентсе пулăшрăмăр. Нумай пулмасть çыхма тытăннисем — Анаткассем, Тикашсем, Çĕнĕ Вĕренерсем лайăх çыхаççĕ. Пысăк Енккассинче сетка çыхакансем хушшинче арçынсем чылайăн. Маттур! Пĕтĕмпе пурте пĕрле эпир 2023 çултанпа 6-шар метрлă 2800 сетка çыхнă. Çакăнпа Вăрмар кукри таранччен каякан асфальтлă çула сарса çитерме пулать. Тавтапуç пурне те ырă ĕçе хутшăнакансене!»
Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев тата Вăрмарти халăха социаллă пулăшу кÿрекен комплекслă центрăн директорĕ Жанна Дмитриева волонтерсене сцена çинче «кĕмĕл» волонтерсен харпăр хăй кĕнекисене пачĕç.
Эвелина МИХАЙЛОВА
