Çавăнпа вĕсем хăш вăхăтра мĕн акмаллине каламасăрах пĕлеççĕ, çĕр-аннене ăнланса пыраççĕ. Район территорийĕнче хресчен-фермер хуçалăхĕсем чылай. Вĕсем пурте пĕр ĕçе пурнăçлаççĕ, кĕске хушăрах акса-лартса хăварас тесе тата кĕркунне вĕсенчен пысăк тухăç илессишĕн тĕрмĕшеççĕ. Ку хутĕнче «Ямуков Г.Н.» хресчен-фермер хуçалăхĕнче çĕрулми лартнă çĕре çитсе курса унта ĕçлекенсемпе курса калаçрăмăр.
Эпир хуçалăха çитнĕ кун вĕсем малтанхи çулсенче Çитмĕш ялĕн çĕрĕ пулнă участокра çĕрулми лартатчĕç. Ку ĕçе вĕсем кар! тăрса кĕске вăхăт хушшинчех лартса пĕтересшĕн тăрăшаççĕ. Пĕрисем хуçалăх паркĕнче çĕрулми сортламалли агрегатпа вăрлăха çĕрме тытăннисенчен е типсе кайма пуçланисенчен тасататчĕç. Ку агрегат умĕнче халăх кĕшĕлтетет тесен те тĕрĕсех пулать пулĕ. Пĕр вăхăт та çук, кашни хăйĕн ĕçне пилĕк пÿрне пекех пĕлет. Акă, çак агрегата татти-сыпписĕр ĕçлеттерме пултаракан М.Иванов оператор хăйĕн ĕçĕнче хăй ăста, нумай çул ĕнтĕ Г.Ямуков хуçалăхĕнче вăй хурать. Б.Иванов, Л.Амуров, Т.Кузьмина, В.Жандаров, В.Васильев, Иринăпа Александр Илларионовсем, Т.Петрова, Т.Краснова, В.Петров, Е.Амурова, Л.Порфирьева рабочисем пĕр кун сиктермесĕр ĕçе тухаççĕ, яваплăха туйса вăй хураççĕ. Çĕрулми лартакансене валли вăрлăхне транспортсем çине тиесе вăхăтра çитерес тесе тăрăшаççĕ. Ю.Власов трактористпа Н.Васильев водитель хăйсен техникисене яланах юсавлă тытма тăрăшаççĕ. Çĕрулми ани çине те вĕсем пĕр самантрах кайса-килсе вăрлăхпа тивĕçтереççĕ. М.Краснов, Г.Виноградов, В.Степанов, Э.Макаров хăйсене çирĕплетсе панă тракторĕсемпе çĕрулми лартма çĕр хатĕрлеççĕ. Вĕсем хыççăнах В.Архиповпа С.Иванов экипажĕсем çĕрулми лартма васкаççĕ. Ку тракторсем çинче С.Сидоров, А.Архипов, В.Авдеев, О.Иванов рабочисем çĕрулмие чир-чĕрсенчен те, хурт-кăпшанкăсенчен те сыхлакан им-çамсемпе сапаççĕ. А.Михайлов механизатор çĕрулми лартакансене удобренисемпе тата тĕрлĕрен им-çамсемпе, шывпа тивĕçтерсе тăрать. Хальхи вăхăтри пур требованисене те пăхăнса ĕçлеççĕ, мĕншĕн тесен техникисем те ытларах çĕннисем.
Ку хуçалăхра кăçал 225 гектар çинче çĕрулми лартма палăртнă, эпир пынă кун 150 гектарне лартнă. Кашни сортăн хăйĕн участокĕ. Хуçалăх пуçлăхĕ Г.Ямуков каланă тăрăх «Гала» сорта 100 гектар çинче лартнă. «Ред Скарлетт», «Крона», «Манифест», «Удача» сортлă çĕрулмисем те пулĕç. Ир çитĕнекен «Импала», «Жуковский» сортсем те лартнă. 10 гектар çинче хĕрлĕ кăшман çитĕнĕ.
«Кĕрхи культурăсем 500 гектар çĕр лаптăкĕ çинчен 200 гектарĕ аванах хĕл каçрĕ. Ыттисене çĕнĕрен акма тиврĕ. Пĕрчĕллĕ культурăсем пĕтĕмпе 790 гектар çинче. 400 гектара яхăн хура пусă хăварнă. Кăçал кĕрхи культурăсем тĕлĕшпе çутçанталăк пулăмĕсене пула кăштах тăкаксем те пулчĕç. Анчах аптрамарăмăр, çитменлĕхсене пĕтерсе пурне те йĕркене кĕртнĕ. Халĕ хуçалăхра ĕçлекенсем ытларах çĕрулми лартнă çĕрте вăй хураççĕ. Ăна кĕске вăхăтра та пур агротехника требованийĕсене пурнăçласа лартса хăварсан тухăçĕ те аван пуласса шансах тăратпăр.
Ĕç вырăнĕсенче хăрушсăрлăх техникин нормисене пăхăнса ĕçлемеллине тата çуллахи кунсенче пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене тытса пымаллине рабочисем пурте пĕлеççĕ. Кун пирки кашнинчех аса илтерсех тăратпăр.
Пирĕн кунта кадрсем ытлашшиех улшăнса тăманран та пулĕ нумайранпа вăй хуракансене вĕрентсе тăмалли те кирлĕ мар, вĕсем хăйсемех пур ĕçе те пĕлсе йĕркелесе пыраççĕ. Пĕрне ырласа теприне хурламалли çук. Пирĕн пĕр тĕллев - палăртнă ĕçе вăхăтра вĕçлесси.
Хуçалăхра ĕçлекенсене кăнтăрла тата каçхине вĕри апат çитеретпĕр, мĕншĕн тесен иртен пуçласа каçченех ĕçлеççĕ. Укçине те вăхăтрах парса пыратпăр», - тет хресчен-фермер хуçалăхĕн пуçлăхĕ Геннадий Николаевич Ямуков çураки пирки калаçнă май.
Хуçалăхра йĕри-тавра ĕç шавĕ кĕрлесе кăна тăрать. Уяр çанталăкăн кашни кунĕпе туллин усă курас тесе тăрăшаççĕ. Эпир вĕсем çуракине ăнăçлă ирттерессе иккĕленместпĕр.
А.НИКОЛАЕВА.