Kc0fJ4MMEdkИюнĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев Чăваш Енри Ачасен хорне курма çитсе килнĕ. Мероприятине Республика кунне халалланă.

Паллă хор Раççей тата Чă­ваш Ен гимнне юрланă. Кунсăр пуçне халăх валли ытти юрă-кĕвĕне те чылай шăрантарнă.

Пысăк хора хутшăннисене Чă­ваш Республикин тĕп уявĕпе чи малтан регион Пуçлăхĕ М.Игнатьев саламланă. Сăмах май, ачасемпе пĕрле хăй те хавхаланса хăш-пĕр юрăсене шăрантарнă. Паллă кун Чăваш Енĕн тĕп хулинче — Шупашкарта мĕнпур чăвашсен «Акатуй» уявĕ иртнĕ. Чаплă уява çĕршыври 50 регионтан та ытла хаваслă ушкăнсем килсе çитнĕ.

М.Игнатьев хăнасене, пухăннă ентешсене уяв ячĕпе саламланă май, пурне те чаплă кăмăл-ту­йăм суннă, Чăваш Ене килнĕшĕн тав тунă.

Республика Пуçлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче регионта йăла-йĕркене упраса, ламран-лама куçарса пырас ĕç çине пысăк тимлĕх уйăрнине каланă.

«Кăçалхипе çиччĕмĕш çул иртет уяв. Мĕнпур чăвашсене пĕр чăмăра пухать паллă пулăм. Раççейĕн тĕр­лĕ регионĕсенчен чăвашсем хапăл тусах килсе çитнĕ пирĕн тăрăха», - тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев. Уяв пурсăмăра та çĕнĕрен те çĕнĕ ÿсĕмсемпе ĕçлеме, пуçаруллă ĕçсем тума вăй-хал хушать, тă­ван ен, çĕршыв пуласлăхĕшĕн таса чунпа яваплăха туйса ĕçлеме хис­тет тенĕ вăл.

Мероприятине пухăннă çынсене Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Н.Угаслов саламланă, ырлăх-сывлăх, телей суннă.

«Акатуй» уявĕнче халăх юррисем ытарлăн шăранса тухнă. Чă­вашсен апачĕпе — хуплупа кашни сăйланма пултарнă. Палăртмалла, пĕр уяв та чăвашсен çак çимĕçĕсĕр иртмест, 30 метрлă 300 кг тая­кан хуплăва хăнасем çав тери кăмăлланă.

Мероприятисем хаваслă иртнĕ, пурин кăмăлне те уçса янă.

Республика кунне тата Пĕтĕм Чăвашсен VII Акатуйне уявланă май Анне монуменчĕ умĕнче чăвашсен этнокультурине сăнлакан картишсем вырнаçрĕç. Вĕсене рес­публикăри хуласемпе районсенчен килсе çитнĕ ушкăнсем йĕркелерĕç.

Кăçал уявра наци тĕррисене, йывăçран касса кăларнă, керамикăран тунă, бисерпа тата вак укçаран çĕленĕ япаласене, çĕр çинче ĕçлемелли хатĕрсене, музыка инструменчĕсене, кил хушшинчи савăт-сапасене тăратнă. Вăрмар районĕ Аслă Чак ял тăрăхĕнчи Надежда Алексеевна Евдокимован, Энĕшпуç ял тăрăхĕнчи Николай Иванович Ильинăн, Пинер ял тăрăхĕнчи Надежда Ивановна Семенован ĕçĕсене тă­ратнă.

Çавăн пекех Анне монуменчĕ умĕнче Чăваш Енри пĕрлештернĕ хорăн «Чувашия — в сердце России!» концерчĕ иртнĕ.

«Çĕнĕ хула» микрорайонта пурăнакансен савăнăçĕ мĕн тери пысăк пулнине çырса кăтартма сăмах та çитмĕ. Халĕ вĕсем хула варрине троллейбуспа та çитме пултараççĕ-çке! Троллейбусăн çĕнĕ линине уçнă ятпа саламланă май М.Игнатьев микрорайонта пурăнакансен ыйтăвĕсене пурне те пурнăçлама тăрăшнине палăрт­рĕ. Унта халь ача сачĕ пур, шкул тă­ваççĕ. Нумай хваттерлĕ çуртсем хăпартаççĕ, çавна май микрорайонта пурăнакансен йышĕ 10 пин çынна çитмелле. «Троллейбус линине хута яни сирĕн пурнăçа татах ла­йăхлатĕ», - терĕ Республика Пуçлăхĕ. Çĕнĕ линин пĕтĕмĕшле тăрш­шĕ - 15 километр. «Çĕнĕ хулана» троллейбус çÿреме тытăнни унта пурăнакансене Шупашкара темиçе транспорта куçса лармасăрах çитме май парĕ.

Вăрмар районĕнчи культура ĕçченĕсем те хор йышĕнче юрларĕç.

Чăваш патшалăх академийĕн симфони капеллин тĕп дирижерĕ, Раççей халăх артисчĕ М.Яклашкин тата Чăваш Республикин искусствисен тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Н.Яклашкина ертсе пынипе пĕрлештернĕ хор Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин Патшалăх гимнĕсене, халăхра анлă сарăлнă чи юратакан юрăсене янраттарнă.

А.ПЕТРОВА,

клуб ĕçĕн методики енĕпе ĕçлекен специалисчĕ.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика