050

Июль уйăхĕн тăваттăмĕш вырсарникунĕнче Раççейре суту-илÿ ĕçченĕсем хăйсен професси уявне паллă тăваççĕ. Мĕн ĕлĕкрен суту-илÿ патшалăх экономикин уйрăлми пайĕ шутланнă, çавна кура сутуçă профессийĕ аталанмасăр пултарайман.

Суту-илÿ — Вăрмар районĕнчи потребительсен обществин ĕçĕ-хĕлĕн тĕп енĕсенчен пĕри. Районти кашни ялта тенĕ пекех райпо лавкки ĕçлет, Вăрмар поселокĕнче вара — темиçе те. Вĕсем хушшинче «самообслуживани» лавккисем те пур. Тĕслĕхрен, райпо тытăмĕнчи çакăн пек хальхи йышши лавккасенчен Кавалти куллен кирлĕ таварсемпе, апат-çимĕç продукцийĕпе суту-илÿ тăвакан лавккана нимĕнле те уйăрса хăвараймăн, мĕншĕн тесен пысăк конкуренцине пăхмасăрах вăл лайăх кăтартусемпе ĕçлесе пырать. Мĕнре-ха ăнăçу вăрттăнлăхĕ? Çак ыйту çине хуравлас тесен лавк­ка ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕнрен паллашар-ха.

Ял центрĕнче, çул хĕрринче выр­­наçнă лавккана кĕрсе тухма питĕ меллĕ, унăн пысăк çурчĕ аяк­ранах курăнса ларать. Акă, шала кĕтĕмĕр. Куç умне тÿрех тĕрлĕ таварпа лăк тулли сентресем, сивĕтмĕшсем тухса тăраççĕ. Лавкки пысăк, маччи çÿллĕ, йĕри-тавра таса та типтерлĕ, ниçта пĕр тусан пĕрчи те çук, сывлама çăмăл, çавăнпа пулĕ кунта питĕ хăтлă та уçă. Кĕрсенех сылтăм енче сивĕтмĕшсем — вĕсенче сĕт-çу продукцийĕ, шăнт­нă пулă, аш-какай. Юнашарах – улма-çырла, пахчаçимĕç, канфет-печени, чей-кофе, тĕрлĕ шоколад тата ытти пылак продукци сентрисем, сивĕтмĕшре сыр-кăлпасси. Тепĕр енче минераллă шыв, лимонад, тип çу, кетчуп, вермишель, кĕрпе таврашĕ, вĕсен çумĕнче çăкăр-кулач сентри. Лавкка варринче улма-çыр­ла сĕткенĕсем, консервланă продукци хăйсен вырăнне тупнă. «Общепит» тулли мар яваплă общест­во пĕçерсе кăларакан пицца, пĕчĕк кукăльсем куçа илĕртеççĕ. Мороженăй, пылак пăр кăмăллакансем валли те суйламалăх темĕн те пур. Палăртса хăвармалла, апат-çимĕç продукцийĕнчен ытларахăшĕ — хамăр районта, республикăра туса кăларнисем, пысăк пахалăхпа уйрăлса тăраççĕ. Куллен кирлĕ таварсем — уйрăм пÿлĕмре. Савăт-сапа, теттесем, электричествăпа ĕçлекен приборсем, йăлара усă куракан хими продукцийĕ, канцеляри таварĕсем, минтер-утиял, тумтир таранччен — мĕн кăна çук кунта! Пурне те каласа та пĕтерес çук. Кăмăл тăвакансем Кавалти райпо лавкки урлă саккас парса строительство таварĕсем, чăх-чĕп, тырă, комбикорм тата ытти те туянма пултараççĕ. Эппин, унталла-кунталла каймалла та мар, кама мĕн кирлĕ — çак лавккара пĕтĕмпех тупма пулать.

Анчах та лавкка мĕнле ĕçлени таварсен ассортиментĕнчен кăна килмест, кунта вăй хуракансен тăрăшулăхĕпе хастарлăхĕ те юлашки вырăнта мар. Кавалти райпо лавк­кинче вара хăйсен тивĕçĕсене чунтан парăнса пурнăçлакан сутуçăсем ĕçлеççĕ. Ку вăл Татьяна Васильевна Бормисова заведующи тата Вера Семеновна Павловăпа Зинаида Николаевна Дмитриева сутуçăсем. Хамăр куçпа хамăр курса ĕнентĕмĕр: вĕсем туянакансемпе тараватлăн калаçаççĕ, мĕн кирлине çийĕнчех тупса параççĕ, вăр-вар та вашават пулнăран касса умĕнче черетре нумай тăрас çук. Çавăн пекех вĕсем юнашарти пĕчĕк ялсене — Пăвакассине, Çиçтĕпене, Чăршçырмана, Тутар Республикинчи Йăвăнчăна — кулленех тухса çÿресе унта пурăнакансем патне кирлĕ тавар илсе çитереççĕ.

Вăрмар райповĕн руководстви пĕлтернĕ тăрăх, кавалсем ĕç планне кашнинчех тултарма тăрăшаççĕ, ахальтен мар ĕнтĕ кунти коллектив ĕç пĕтĕмлетĕвне кура час-часах тĕрлĕ дипломсене, парнесене тивĕçет.

Вера Семеновна райпо тытăмĕн­че 6 çул тăрăшать, Зинаида Николаевна — çулталăк. Чи нумай ĕçлекенни вара — Татьяна Васильевна, райпори ĕç стажĕ унăн 23 çула яхăн. Тĕрлĕ çулсенче вăл урăх çĕрте те ĕçлесе пăхнă, анчах çав-çавах юратнă райпонах таврăннă. Опытлă заведующине Вăрмар райповĕн, Чăвашпотребсоюзăн Хисеп грамотисемпе тата ытти наградăпа та чысланă, çавăн пекех унăн ячĕ Чă­ваш­потребсоюзăн Хисеп хăми çинче те пулнă. Туслăн та пĕршухăшлăн вăй хураççĕ Кавалти райпо лавккин ĕçченĕсем, çавăнпа ĕçĕ те ăнăçать вĕсен.

И.ДАНИЛОВА.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика